Тӑван чӗлхе янратӑр пӗтӗм тӗнчере

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:25 Просмотров: 21

Шупашкарта "Пӗрлӗхре – вӑй" тӑван чӗлхе

вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫей форумӗ иртрӗ.

  Ӑна ЧР Вӗрентӳ министерстви РФ халӑхӗсен тӑван чӗлхисен федераци институчӗ тата «Пӗлӳ» общество пулӑшнипе йĕркеленĕ. Хӑйсен умне йӗркелӳҫӗсем, яланхиллех, пысӑк тӗллевсем лартнӑ. Чӑваш кӑна мар, тутар, ҫармӑс, пушкӑрт, уйгур… чӗлхисене вӗрентекенсен те пӗр пекрех ҫивӗч ыйтусем. Икӗ кун хушшинче форума хутшăнакансем чӗлхе пӗлӗвӗн тӗрлӗ аспекчӗсене сӳтсе яврӗҫ, тӗрлӗ вырӑнта Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене вӗрентекенсем, методистсем, чӗлхеҫӗсем, ӑсчахсем хӑйсен ӗҫ опычӗпе тӗрлӗ секцире тухса калаҫрӗҫ.

Мероприятие пирӗн округран шкулсенче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем, ача-пăча сачӗсенчи воспитательсем хутшӑнчӗҫ. 6 секци лапамӗсенче тухса калаҫма, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма майсем пулчӗҫ. Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Кулакова, Патӑрьелти пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче ӑс паракан Ольга Каллина “Тӑван чӗлхе вĕрентекенсене хатӗрлени тата вĕсен професси ӳсĕмĕ” секцире, “Юмах” ача-пӑча сачӗнчи Татьяна Краснова аслӑ воспитатель “Тӑван чӗлхе вӗрентес ĕçе ăслăлăхпа меслетлĕх тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерни” секцире хутшӑннӑ, тухса калаҫнӑ.

Форумра Алтай, Тутар, Пушкăрт, Удмурт, Ҫӗпӗр, Якути, Чӑваш ҫӗрӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗнчи хальхи тапхӑрти методикӑсемпе, уроксемпе класс тулашӗнчи мероприятисенче цифра технологийӗсемпе тата искусствӑллӑ интеллектпа тухӑҫлӑн усӑ курассипе, ҫавӑн пекех чӗлхе тата культура эткерлӗхне упрассин тӗп мелӗсемпе паллашма пултарнӑ.

"Пӗрлӗхре - вӑй" форумӑн икӗ кунӗ те тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсемшӗн кӑсӑклӑ тата усӑллӑ иртнӗ.

Светлана ШИХРАНОВА

«Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть, аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать»

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика