Инсульт

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:45 Просмотров: 26

Инсульт пуç мими патне пыракан юн тымарĕсем пĕрĕннипе те пулма пултарать. Маларах çыннăн вăй-халĕ чакать, алли çывăрма пăхать, калаçу кĕскелет, пĕр куç япăхрах курать тата ытти те. 24 сехет хушшинче çак палăрăмсем вăйланаççĕ.

Чир юлашки çулсенче аталанса пырать. Ăна вăхăтра парăнтараймасан çын вилет. Çĕр çинче чĕрепе юн тымарĕсен тата рак палăрăмĕсем хыççăн пурăнас кун-çула татаканни инсульт шутланать. Чире парăнтараканнисен те чылайăшĕн ĕç тухăçлăхĕ чакать.

Çын пурнăçĕ хавшани пусăмĕ пĕр шайра тăманнипе, чĕрен ишеми чирĕ пулнипе, сахăр диабечĕ палăрнипе, пирус туртнипе, самăрăлнипе, сăра-эрех ĕçнипе çыхăннă. Ÿсĕм çулĕпе ăруран-ăрăва куçакан чирсем те витĕм кÿме пултараççĕ.

Инсульт чухне пĕр енчи алăра, урара вăй-хал чакни палăрать. Вĕсем туймаççĕ. Калаçнине уйăрма çукрах. Кулнă чухне е шăла кăтартсан та сисме пулать. Хăшĕсем тăна çухатаççĕ. Пуç çапнă пек ыратса каять. Çаксене сиссен тÿрех васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăл çитиччен вара, енчен те тăнне çухатнă пулсан, çынна аяк çине вырттармалла, çăварĕнчен апат юлашкисене, шăл протезĕсене кăларса илмелле. Вăл сывланипе интересленмелле. Каланине ăнланать пулсан кресло е диван çине меллĕ вырнаçтарса лартмалла. Çурăмĕ хыçне минтер хумалла. Кĕпен çÿлти тÿммисене вĕçертмелле. Тăвăр тумтире хывтармалла. Енчен те юн пусăмĕ 200 ммран иртсен халиччен мĕнле эмел ĕçнĕ, çавна памалла.

Юн пусăмне пурин те виçсе тăмалла. Апата тăварсăртарах çиме тăрăшмалла. Выльăх çăвĕсемпе пĕлсе усă курмалла. Пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле. Рациона уйăхра 2 е 3 хутчен пулă кĕртмелле. 30 минутран кая мар утмалла. Юнри сахăра тĕрĕслеттерсех тăмалла. Эрех-сăрана, пирус туртассине сивлемелле.

М.ПЛЕЧОВА,

Патăрьелĕнчи тĕп больницăри юн тымарĕсене сиплекен уйрăмĕн заведующийĕ - врач-невролог

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика