Первомайскинчи культура çуртĕнче Патăрьел район главине, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçине, нумай çул «Первомайск» тата «Малалла» хуçалăхсен ертÿçинче тăрăшнă Михаил Владимирович Петрова асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртнĕ.
Патăрьел ентешлĕхĕн хастарлăхĕпе йĕркеленĕ турнира Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Шупашкар муниципалитет округĕсенчи спортсменсем хутшăннă. Помост çине тухакан кĕрешÿçĕсем вун пĕр ушкăнпа хăйсен пултарулăхне, вăйă çивĕчлĕхне кăтартнă. Турнира грекла-римла кĕрешес енĕпе тĕнче чемпионĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ, хамăрăн ентеш Иван Матросов хутшăнса çамрăксемпе куçа-куçăн калаçни, вĕсене кирлĕ сĕнÿсем пани пуриншĕн те асра юлĕ.
Наталия ВАСИЛЬЕВА.
Ноябрь 2026 |
