Патшалăх программипе - тăлăхсене хваттер уççи

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:20 Просмотров: 26

Чăваш Республикинче патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2026 çулта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 418 тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. Вĕсене 358 çын муниципаллă контрактпа, 60-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕпе илеççĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 1,3 миллиард тенкĕ пăхнă.

Çак кунсенче çеç Патăрьел муниципалитет округĕнчи виçĕ тăлăха çĕнĕ хваттерсен ключне парнеленĕ. Хальхинче савăнăçа Наталия Загайнова, Иван Воробьев тата Николай Огурцов чи çывăх çыннисемпе пайланă.

Сăмах май, 2026 çулта çак тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕнче 17 миллион тенкĕ уйăрнă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика