Октябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çирĕпленнĕ йĕркепе Патăрьел муниципалитет округĕнче те структура подразделенийĕсен, организаци-предприяти ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем черетлĕ информаци кунне пуçтарăнчĕç. Информаци кунне округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне, республикăн аталану çулĕн программине сÿтсе явасси, çак тĕллевпе çитес çул 100 çул тултарнине паллă тума хатĕрленекен Патăрьел муниципалитет округĕ умĕнче тăракан ыйтусене çивĕчлетесси.
Информаци кунĕнче чăн малтанах Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техника надзорĕн Патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Валерий Михайлов Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырура Чăваш Республикине малалла аталантарас, экономикăна тĕреклетес, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа пурнăçлама палăртнă задачăсемпе, республика умра тăракан социаллă ыйтусене еплерех татса пынипе паллаштарчĕ.
Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче халăхсен пĕрлĕхĕ, вĕсен йăли-йĕркипе туслăхĕ кăçал анлă сарăлнă тема пулса тăчĕ. Олег Николаев Çырурăва çак шухăшран пуçласа халăхсен пĕрлĕхĕ кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе пыма май панине палăртрĕ.
Юлашки ултă çулта республикăра пурăнакансен пурнăçĕ самай çăмăлланнине палăртмалла. Çак тапхăрта Чăваш Енре 1120 социаллă сфера объекчĕ хута кайни те çакнах çирĕплетет. Республикăра 12 çĕнĕ шкул çĕкленĕ, 134 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 23 объектра ĕçсем вĕçленмелле. Тĕплĕ юсав программине çак тапхăрта 157 шкул хутшăннă.
Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырура демографи Чăваш Енри пĕлтерĕшлĕ стратегисенчен пĕри пулнине те палăртнă. Çураласлăха ÿстерсси тата нумай ачаллă çемьесене çирĕплетесси, çамрăксене республикăра юлма илĕртесси, «Вăрăм та хастар пурнăç» программăна аталантарасси те аталану çулĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Информаци кунĕнче республика представителĕ Валерий Михайлов Çырури ытти çивĕч ыйтусене те палăртса хăварчĕ. Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче чи пĕлтерĕшли биотехнологи, хăмла туса илесси, харпăр продукципе ĕçлесси, предпринимательсене пулăшмалли мерăсене анлăлатасси тата ытти ыйтусем те патшалăх тĕлĕшĕнчен пысăк тимлĕхре пулĕç. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче те курăмлă улшăнусем пурнăçа кĕнине палăртса хăвармалла.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă уçă Çыру - республикăн, çав вăхăтрах Патăрьел муниципалитет округĕн те малашнехи аталану çул-йĕрĕн программи. Çавăнпа та пирĕн патшалăх программисемпе, хамăр пуçарулăхпа халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатас, ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе çине тăрса ĕçлемелле,- çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тилекен çумĕ Светлана Чернова.
Альбина ЕГОРОВА
ШУХĂШ
Валентина МАЛЛИНА, Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музей директорĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура патриотла воспитани, вăрçă паттăрĕсене, СВО участникĕсене тимлĕх уйăрасси пирки те палăртса каларĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи виçĕ музейра та пирĕн ырă малашлăхшăн, мирлĕ тÿпешĕн кар тăнă салтаксене халалласа ятарлă кĕтессем пур, вĕсен ячĕпе асăну альбомĕсем хатĕрлетпĕр. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Алманчăри халăх краеведени музейне (директорĕ Светлана Чихина) ырă енĕпе палăртса хăварасшăн.
Цитата
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
"Юлашки ултӑ ҫулта регионта социаллӑ сферӑн 1120 ытла объектне тунӑ, юсанӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Вӗсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем, амбулаторисемпе пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем, поликлиникӑсемпе лабораторисем, культура ҫурчӗсем, клубсем, ҫӗнӗ ӑрури тӗслӗх библиотекӑсем тата автоклубсем, кадр центрӗсем, нумай функциллӗ ҫемье центрӗсемпе социаллӑ центрсем, пӑр керменӗсемпе бассейнсем, уҫӑ вырӑнти спорт сооруженийӗсемпе ГТО нормисене пурнӑҫламалли вырӑнсем, ҫавӑн пекех ытти пысӑк спорт объекчӗсем, ҫав шутра спортӑн пысӑк сооруженийӗсем те. Ҫаксем пурте Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне палӑрмаллах ӳстерме май пачӗҫ. Чи кирли – эпир хулапа ял хушшинчи социаллӑ инфратытӑмпа тивӗҫтернин шайӗнчи уйрӑмлӑха чакарма пултартӑмӑр, ҫакна ҫитӗнекен ӑрупа ҫамрӑксемшӗн те, ӗҫлеме пултаракан тата аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн те хӑйсен пултарулӑхне уҫса памалли майсене танлаштарса тивӗҫтертӗмӗр".
(Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран)
Ноябрь 2026 |
