Пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илесси яваплă утăмсенчен пĕри. Çакă уйрăмах аслă класра вĕренекенсен умĕнче çивĕч тăрать.
Пĕтĕм Раççейри «Пуласлăха билет» профориентаци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекенсем Е. С. Александров ячĕпе хисепленекен Патăрьелĕнчи аграри колледжĕнче пулнă. Ачасем вĕренÿ учрежденийĕпе паллашнипе пĕрлех унта алла илме пулакан специальноçсем пирки те пĕлнĕ. Преподавательсемпе, производство мастерĕсемпе пĕрле вĕрентÿ аудиторийĕсене, мастерскойсене, лабораторисене кайса курнă.
(Хамăр корр).
Ноябрь 2026 |
