Ентешлĕх кунĕ нумайлăха асра юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:26 Просмотров: 18

Октябрĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Патăрьел ентешлĕх кунне палăртнă. Кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснисем, хăйсен шăпине унпа çыхăнтарнисем пуçтарăннă. Мероприяти кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Патăрьел çĕрĕ нумай паллă та пултаруллă çынна хăйĕн сăпкинче сиктерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем хушшинче округра çеç мар, республикăра, тĕнче шайĕнче палăрнисем пур.

Уява çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн «Патăрьел ентешлĕхĕ» нумай тăрăшнă.

Мероприятие Патăрьел тăрăхĕнчи ташăпа юрă ушкăнĕсем, артисчĕсем чăваш, тутар юррисене шăрантарса илем кÿнĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика