Аннеçĕм чунăмра ялан!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:21 Просмотров: 25

Анне, санра мĕн чул хăват

Çăлкуçĕ пек тапса тăрать,

Кунпа çĕре пĕлмесĕрех

Эс вăй хуран пирĕншĕнех.

Ирех тăран, ĕне сăван,

Сĕтел тулли апат лартан.

Мана шкула эс ăсатан.

Ăçтан çеç вăхăтна тупан/

Сан ĕçпе хытнă аллуна,

Аннеçĕм, хыттăн чуптăвам!

Хĕвел пек ăшă куллуна

Чун варринче ялан упрам!

Диана ДМИТРИЕВА,

Çĕньял. 8 класс.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика