Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухрĕ. Ăна Чăваш наци телекуравĕн, «Россия 24», «ЮТВ» телеканалсен тÿрĕ эфирĕнче курма, Чăваш наци радиовĕпе итлеме май пулчĕ. Çавăн пекех «Контактра» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăн, МАКСри «Наши новостиŸРеспублика канал кăтартрĕç, «Чувашинформ» — вырăсла тата «Хыпар — Вести Чувашии» чăвашла çырса пĕлтерчĕ.
Халăхсен пĕрлĕхĕ кăçал анлă сарăлнă тема пулса тăчĕ. Олег Николаев Çырăва шăпах çак темăран пуçларĕ. Кăçал Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Енре вара Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ иртет. Халăхсен йăли-йĕркипе туслăхне çирĕплетме Чăваш Енре сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхсен пĕрлĕхĕ кирек епле йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пулăшнине каларĕ.
Чăваш Ере юлашки 6 çулта 1120 социаллă сфера объекчĕ хута кайнă, çакă республикăра пурăнакансен пурнăçне самай çăмăллатма май панă.
Çырура Олег Алексеевич çавăн пекех демографи Чăваш Енри пĕлтерĕшлĕ стратегисенчен пĕри пулнине, 2027 çулта Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалланă асăну комплексне тăвас ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланассине, Пĕтĕм Раççейри «Кĕрешÿ» федерацине хута ямаллине, çăмăл атлетика манежĕн проектне пурнăçа кĕртме тытăнассине, «Культура хутлăхĕ» наци проекчĕ пулăшнипе икĕ çулта 46 пин çын 255 пултарулăх проектне хутшăннине, 2025 çулта 705 пин çын спортпа туслă пулнине, республика çак енĕпе Федераци Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕ.
СВО теми те Çырура пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Украинăри ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çине тăрса тимленине, паяна 64 проценчĕ вăй хунине, пĕрлех пĕлÿ илме пулăшнине пĕлтерчĕ.
Çырура вĕрентÿ, агропромышленность, çурт-йĕр, çул-йĕр тата ытти темăсене те хускатнă.
Мероприяти вĕçĕнче чăваш артисчĕсем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» юрра шăрантарчĕç.
(Хамăр корр.).
Çырăва хаклаççĕ
Равиль ЯМАЛЕТДИНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан:
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура 2027 çулăн социаллă пурнăçĕпе экономикин тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ. Уйрăмах халăх пурнăçне лайăхлатасси, инфратытăма модернизацилесси, республикăн экономика потенциалне çирĕплетесси палăрчĕ. Çавăн пекех çемьесене тĕрев парасси — пулас ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕнчен пуçласа аслă ăрăва тимлĕх уйăрасси таран — тĕп вырăн йышăнчĕ. Сăмах май, округра декабрьте нумай функциллĕ çемье центрĕ уçăлать. Вăл республикăра шучĕпе 10-мĕш пулать. Кунта «пĕр чÿрече» режимпа çемьесем хăйсене тивĕçекен пособисене хатĕрлеме, юристсен тата психологсен пахалăхлă пулăшăвне илме пултараççĕ.
Декабрьтех «Манăн социаллă центр» алăкĕсене уçĕ. 2030 çул тĕлне вăрăм та хастар пурнăç центрĕсен шучĕ Чăваш Енĕпех сарăлмалла. Олег Николаев палăртнă тăрăх, вăрăм ĕмĕрлĕ кашни иккĕмĕш çын спорт, культура, волонтерлăх е «Хастар ĕмĕр» программа мероприятийĕсене хутшăнать.
Республикăри 23 муниципалитетра та ГТО тесчĕ витĕр тухмалли 31 центр ĕçлет. Юлашки 6 çулта норматив памалли тата хатĕрленмелли хальхи вăхăтри 34 лапам хута кайнă. 2030 çул тĕлне вĕсен шучĕ 44 çитмелле. Пирĕн округра вĕсем виççĕ. Спорт инфратытăмне малашне те аталантарассишĕн тăрăшмалла.
Çырура çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, аварилле çуртсенчен куçарасси тата ытти пирки те хускатрĕ.
Патăрьел округĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем тума тăватă участок уйăрнă. Кунта тăлăхсем тата çамрăк специалистсем валли çурт тумалла. Строительство ĕçне çитес çул пуçăнатпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕ кашни муниципалитетра пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, регионăн комплекслă аталанăвĕпе çыхăннă.
Леонид КУЗНЕЦОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çырура çĕнĕ технологисене аталантарасси пирки кашни темăна хускатнă чухнех палăртрĕ.
Медицинăра 2027 çул тĕлне чăн мар ăс-хакăл сервисĕсене МАХ мессенджер урлă ĕçе кĕртмеллине каларĕ. Технологисем медицина тивĕçтерĕвĕсемшĕн ĕçлемелле тени питĕ тĕрĕс.
Ял хуçалăхĕнче биотехнологипе усă курасси — хитре сăмахсем çеç мар. Çырура çитес виçĕ çулта хăмлана экстрагилецилесси, хамăр туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейлесси, выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне аталантарасси пирки тĕллевлĕ йышăну хатĕрлеме пачĕ.
Чăваш Еншĕн ял хуçалăхĕ — ялти пурнăçăн никĕсĕ, çакăн пек тĕллевсем малашлăха инвестици хывни. Чи пĕлтерĕшли вара — ĕçе аграри университечĕпе колледжсене явăçтарни, апла пулсан çамрăксен çуралнă кĕтесре пурăнма тата ăна аталантарма стимул пулать.
Регионăн наукăпа технологи аталанăвĕн стратегине çирĕплетнĕ, тăватă юхăма палăртнă: ăс-хакăл энергетики тата электротехника, ăс-хакăл транспорт тата технологи машиностроенийĕ, хими тата çĕнĕ материалсем, биотехнологисем тата «ăслă» ял хуçалăхĕ.
Çĕнĕ технологисем таçта инçетре пулма пăрахаççĕ. Вĕсем поликлиникăна, фермăна, завода килеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Енре 2027 çула Наукăпа технологисен çулталăкĕ тесе йышăннă.
Николай ТИНЮКОВ, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больница тухтăрĕ:
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура сывлăх сыхлавне чăн мар ăс-хакăл сервисĕсене ытларах кĕртесси пирки каларĕ. Çакă пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитет центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсенче пурăнакансем кашнинчех тĕп больницăна килсе çÿреймеççĕ. Ку технологи вара ниçта каймасăрах сывлăха контроллесе тăма май парать.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ен — çитес çул кашни муниципалитетра «Аннелĕх культури: кĕвĕ, сăпка юрри, тĕрĕ» проекта сарасси. Хальхи вăхăтра унпа Шупашкарти перинаталь центрĕнче туллин усă кураççĕ, çакă пулас амăшсене психологи, медицина тата пултарулăх енчен пулăшать. Проекта Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕсемпе пĕрле пурнăçа кĕртмелле.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пекех «ФАП — сывлăх туртăмлăхĕн центрĕ», «Сывлăх патне утăм», «Чылай вăхăтлăх пăхмалли шкул» проектсем пулăшнипе диспансеризаци тухакансен шучĕ ÿснине пĕлтерчĕ.
Наталия АНДРЕЕВА, округри депутатсен Пухăвĕн депу-
тачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура çывăх вăхăтра республикăна аталантармалли программăна палăртни маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çамрăксемпе ĕçленĕ тата ăрусен тăсăмне хисепленĕ май çемьене тата наци культурине тимлĕх уйăрни — «Сик! Тух!» евĕр проектсем тата наци кĕрешĕвĕ «кĕрешÿ» Раççей шайне тухни — ахаль япала çеç мар, йăла-йĕркене упрани, шăпах вăл ачасене тăван çĕре, историе хаклама вĕрентет.
Экономика кăтартăвĕсем те пĕрле килĕштерсе ĕçленине кăтартаççĕ. Промышленность производствин ÿсĕмĕпе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнни тата бюджет 100 млрд тенкĕрен пысăкраххи — социаллă çĕнĕ пуçарусем валли çирĕп никĕс. Çавăн пекех республикăра СВО участникĕсене, çемйисене тимлĕх уйăрасси, спорта аталантарасси тата ытти те пурнăçланса пырать.
Ноябрь 2026 |
