Уçса паратăп чунăма

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:45 Просмотров: 25

Патăрьел округĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин культурăн

тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Кушманова

Чăнах та, рай пекех кунта

Çырма-çатраллă айлăмра.

Ларать чиркÿллĕ ял Турхан,

Йысна шăпах ман çакăнтан.

Тăван тавралăх ăшшипе,

Ашшĕ-амăш пехилĕпе

Ÿссе яш пулнă çак ялта

Юратнă çыннăм ман йысна.

Ача чухне вылянă-чупнă

Кокель çуралнă урамрах.

Талант сăвă çырмашкăн панă...

Çак тĕнчере Турри пурах!

Шкулта чухнех çырма пуçланă

Чун ыратнă чух вăл сăвăсем,

Шахматла пит ăста вылянă

Туса пысăк çитĕнÿсем.

Инçе каяймăн эс питех,

Кирлех пĕлÿ малта пыма.

Шкул пĕтерсен кайса кĕрет

Шупашкарти техникума.

Кайран ăна илсе каяççĕ

Совет çарне ик çуллăха,

Ашшĕ-амăш патне яраççĕ

Тав хучĕпе шав мухтаса.

Вăл пĕтерет çартан килсен

Строительство техникумне.

Каять, диплом алла илсен

Семипалатинск хулине.

Шăп аякра чухне кăна çав

Тăван чĕлхешĕн тунсăхлан.

Çĕн сăвăсем те çырăнаç шав,

Тăван енех чун туртăнать.

Аякра чух пермай çырать

Сăвăсемпе поэмăсем.

Ытла сăпайлă пулнăран

Пит васкамасть пичетлеме.

Кирек ăçта та, тăрăшсан,

Ыр йĕр юлать сан хыçунтан.

Халăх вулать, хаклать чунтан,

Тĕрĕс çулпа эс шав утсан!

«Ĕмĕр ĕçле, ĕмĕр вĕрен!»

Тесе каланă ваттисем.

Тăван ене куçса килсен

Пĕтертĕн университет.

Мĕн чуль кăлартăн кĕнеке!

Халăх вулать пит юратса.

Сана парать пил Герман Кокель

Çырнишĕн вĕсене савса!

Эсир юратнă аппапа

Халь хĕрĕх çичĕ çул пурнатăр.

Ялан çапла такăр çулпа

Урапăр пурнăçра кусайтăр!

Пĕрне-пĕри чунтан савса,

Хисеплесе кăна пурнатăр.

Çуртне те турăр, лартрăр сад,

Ывăлпала хĕре кун патăр.

Шкулне те ачăрсем пĕтерчĕç

Ылтăн медальпеле кăна.

Дипломне хĕрлине çеç илчĕç,

Ыр ят ĕçре халь туптанать.

Сирĕн пурнан пурнăçăрта

Хуçаланать чăн юрату.

Мăнукăрсем ÿссен тата

Вăй илтĕр чăн-чăн çураçу.

Поэт пулмах эсĕ çуралнă,

Турхан маттурĕ - ман йысна!

Санран ырри анчах эп курнă,

Уçса йăлт патăм халь чуна.

Халал Толи (Анатолий Дмитриев), Çĕньял ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика