Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов Иван Матросов спортсменпа тĕл пулнă.
Аслă Чементе çуралса ÿснĕ Иван Владимирович Иорданинче ветерансем хушшинче грекла-римла кĕрешессипе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ылтăн тата пăхăр медальсене çĕнсе илнĕ. Ăмăртăва 50 çĕршывран 500 ытла спортсмен хутшăннă.
Спортсмен хăйĕн çĕнтерĕвне Патăрьел округĕн 100 çулхи юбилейне халалланă.
— Вăй пĕтсе çитнĕн туйăннă самантсенче эпĕ юлташсене тата района аса илеттĕм. Хама хам: «Манăн пултармаллах», — тесе шухăшлаттăм. Эпир Патăрьел çĕрĕ çинче çурласа ÿснĕ, кĕрешÿ — юнра», — тесе пĕлтернĕ ентеш.
Чемпион пулса никам та çуралмасть. Хисеплĕ ята илессишĕн нумай тар тăкмалла. Иван Владимирович шкула кайичченех спорта юратнă. Пĕчĕклех аслă тетĕшсем кĕрешнине сăнаса сехетшер тăнă. Пилĕк çулта чухне ăна Гаврил Медведев тренер хăй ертсе пыракан секцие илнĕ.
— Гаврил Федорович маншăн иккĕмĕш атте вырăнĕнче. Пурнăçра унпа тĕл пулнăшăн питĕ савăнатăп, — тенĕ ăшшăн çеç спортсмен тренерĕ пирки.
Иван Владимирович ачаранах Раççей чемпионĕ пулас ĕмĕтпе çитĕннĕ, пĕтĕм тĕнче аренинче ăна 2017 çултанпа курма пулать.
Спортсмен Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсемпе те курнăçнă. Хăйĕнпе кĕскен паллаштарнипе пĕрлех кашни çитĕнÿшĕн нумай тăрăшмаллине, спортпа туслашмаллине, вăл йывăрлăхсене çĕнме пулăшнине каланă.
(Хамăр корр).
Ноябрь 2026 |
