Кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ывăлĕпе хĕрне çемье çавăрнă ятпа пил панă чухне «Уй пек аслă, вăрман пек пуян, йышлă ача-пăчаллă пулăр», - теççĕ ырă сунса. Сăкăтра пурăнакан Петрпа Татьяна Кузнецовсене те 27 çул каялла хăйсене чун панă çывăх çыннисем, тăванĕсем çакнашкал сăмахсемпех саламланă. Паян вĕсем чăнах аслă та, пуян та, йышлă та. Петр Анатольевичпа Татьяна Анатольевна çичĕ ача ашшĕпе амăшĕ, вĕсемшĕн икĕ шанчăклă çунат.
Ĕçчен те туслă çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ
«Хĕр чухне хĕрĕх тус» текен каларăш Татьянăна пырса тивмест тесшĕн. Ку тĕлĕшпе унăн шăпи пачах та урăхла çаврăнса тухнă. Вăл пĕрре çывăх паллашнă ял каччипе тÿрех хăйĕн чĕрине пĕрлештернĕ.
Таня çемьере тăватă пĕр тăванран иккĕмĕш ача çитĕннĕ. Алманчă ялĕнчен Сăкăта качча килнĕ амăшĕ мĕн çамрăкран сысна ферминче ĕçленĕ. Ашшĕ те çак коллективрах тăрăшнă, фермăра хуралçă пулнипе пĕрлех выльăхсене апат пĕçерсе панă, сысна кĕтĕвне тухнă. Çемье пуçлăхĕсем иккĕшĕ те яра куна каçчен ĕçре тăрмашнă. Галина Петровна Пайдютова сысна пăхакан хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланăран пĕрре мар районта ăмăрту çĕнтерÿçи те пулнă, парнесене тивĕçнĕ. Çак ырă самантсене, амăшĕн тĕслĕхне Татьяна лайăх ас тăвать. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл уроксем хыççăнах амăшне пулăшма фермăна вĕçтернĕ. Сысна амисене апатлантарнă, пĕчĕк çурисене амăшĕ çумĕнче ĕмĕртнĕ, айсарăмне улăштарнă... Фермăра амăшĕ пурнăçлакан ĕçсене пĕтĕмпех хăнăхнă çамрăк хĕрупраç.
Ялти шкултан 9 класс вĕренсе тухнă хыççăн Таня тăван килтен аякка каяс мар тесе Патăрьелĕнчи професси паракан училищĕне çĕвĕç специальноçне вĕренме кĕнĕ. Ун чухне те пушă вăхăтра тăтăшах амăшне пулăшма фермăна чупнă. Каярахпа вара СПТУ выпускникĕн шăпи пачах урăхла çаврăнса тухнă. Çакă пĕтĕмпех унăн пулас мăшăрĕпе - Петр Анатольевичпа - çыхăннă. Амăшĕ вара «евчĕ» пулнă тесен те юрать...
Сысна ферминче салтак тумне нумай пулмасть çеç хывнă сăпайлă, яштака та чипер, ĕçчен йĕкĕт выльăхсене апат валеçнĕ çĕрте ĕçленĕ. Пур енĕпе те тиркемелле мар: ĕçмест, турмасть, усал сăмахсемпе перкелешмест, ĕçе тĕплĕ те вăхăтра пурнăçлать. Хăйĕнчен аслă çынсемпе хисеплĕ те кăмăлтан калаçать. Чăн-чăн арçын, пулас çемье пуçлăхĕ! Амăшĕ ĕмĕтри кĕрĕвне тÿрех куç хывнă. Чи пĕлтерĕшли - каччăпа хĕре çывăхрах паллаштарнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен, Петя чиперккен черчен аллине ылтăн çĕрĕ тăхăнтартма хатĕрленнине систернĕ. Нумай пулмасть çеç 18 çул тултарнă Татьяна та амăшĕн шухăшне вуланă пекех çемье çавăрма çамрăкрах пулнине пăхмасăрах ял каччин сĕнĕвне хирĕçлемен. Çапла Сăкăтра Кузнецовсен çĕнĕ çемйи тĕвĕленнĕ.
- Мăшăрăм хăй те пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Пăянам та ман пекех 18 çулта качча тухса ултă ача çуратнă, дояркăра кăтартуллă ĕçлесе ят-хисеп çĕнсе илнĕ. Пăятам бригадирта ĕçлесе палăрнă. Туй хыççăн эпир икĕ çул çак пысăк çемьерех килĕштерсе пурăнтăмăр. 1999 çулта пĕрремĕш пепкене - Николая - алла илтĕмĕр. Тепĕр çулах Максим çемьене савăнăç кÿчĕ. Каярахпа вара кивĕ çурта уйрăлса тухса вăй çитнĕ таран çурт-йĕре хамăра майлă çĕнетсе пытăмăр.
Ача çитĕнтернĕ чухне хĕрарăм вутлă кĕпе тăхăнать теççĕ. Ун пекех пулмасан та пирĕн тĕп тĕллев Турă алла панă ачасене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерсси пулнă. Çавăнпа виççĕмĕш пепкемĕр Елена çуралсан та, Никитăпа Павлик черетпе çемьене хутшăнсан та, Лианăпа Лера çут тĕнчене килсен те эпир пĕрремĕш ачана алла илнĕ евĕр тем пекех савăннă! Юратнă ачан ят нумай. Вĕсем пурте пирĕн ытарайми, чĕвĕл чĕкеç чĕлхиллĕ, уйăх пек çутă та хĕвел пек ăшă чун тĕпренчĕкĕсем, савăнăç, хавхалану...- çавăн пек мăнаçланса калаçрĕ нумай ача амăшĕ хăйĕн варĕнче ÿтленнĕ пепкисем пирки.
Çемьери çичĕ ача - çичĕ тĕрлĕ савăнăç, çавăн чухлех хĕпĕртÿ, хавхалану... Çапах шухăшĕ те пĕчĕк мар-çке. Вĕсене ура çине тăратмалла, кашнинех пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлармалла. Çак шухăш Кузнецовсене иккĕлентермен-ши/
- Пысăк çемье пирки эпир çамрăклах, мăшăрлансанах ĕмĕтленнĕ. «Ача вăл кушак е йытă çури мар, Турă пилленĕ чун тĕпренчĕкĕсем пурте пирĕн»,- çапла çирĕп калатчĕ ялан мăшăрăм. Ку тĕлĕшпе пирĕн çылăхăм çук, ачасем пурте сывă та тĕреклĕ çеç çитĕнччĕр,- терĕ Татьяна хăйсен шухăшне палăртса.
Сăкăтра пурăнакан Кузнецовсем пирки ырă та ăшă сăмахсем çеç калама пулать. Вĕсем паян çемйипе тенĕ пекех «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ. Çемье пуçлăхĕ склад заведующийĕнче, амăшĕ пăрусем пăхнă çĕрте вăй хураççĕ. Ывăлĕсенчен вара Павликпа Максим хуçалăхра тракторпа тĕрлĕ ĕçе хутшăнаççĕ, Николай слесарь ĕçне тирпейлĕн пурнăçлать. Тăваттăмĕш ачи Никита салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн вахтăпа Мускава ĕçлеме çÿрет. Хĕрсенчен асли - Елена. Ача чухнех больницăлла выляма кăмăллакан чиперкке медучилищĕрен медсестра специальноçне вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул Шупашкарти больницăра тăрăшса опыт пуçтарнă, халĕ вара Туçари врач амбулаторийĕнчи тухтăр çумĕнчи медсестрара тăрăшать. Сăкăтри вăтам шкулта 9 тата 4-мĕш классенче вĕренекен Лианăпа Лера паян ашшĕпе амăшĕшĕн «сылтăм алли» вырăнĕнче. Вĕсем каçхине çемйи пуçтарăниччен кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлама, апат пĕçерме тата ытти ĕçсенче те пулăшаççĕ.
Пурнăçăн тĕрри пур:
пурăнма пĕлес пулать...
Ял çынни тус-тăвансăр, хăна-вĕрлесĕр пурăнмасть. Пĕр-пĕр ĕç тăвас тĕллевпе нимене пуçтарăнма та, туй-çăнăхтара савăнма та, салтака ăсатса ярса кĕтсе илме те, çавăн пекех сухан-çевок анине «парăнтарма» та йышпа кар тăни кирлĕ. Пурăнма пĕлес тесен пурне те ĕлкĕрмелле. Кузнецовсем ку тĕлĕшпе ютшăнса тăракан çемье мар. Чылай чухне ĕçе вĕсем ыттисем пекех çемьепе пурнăçлаççĕ: уттине те çулаççĕ, пахча çимĕçне те акса-лартса çитĕнтерççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ тата ытти те. Аслă ачисем ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен «вĕçсе тухса» каяйман пулин те тĕп кил тĕрекĕшĕн, хăтлăхĕшĕн пурте кар тăрăшаççĕ.
Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем, амăш тăрăх хĕрĕсем тенĕ евĕр, ĕçе кÿлĕннĕ ачисем çамрăк пулин те хуçалăхра ырă ят çĕнсе илме те ĕлкĕрнĕ. Хăйсен ĕçне тата тивĕçне чунтан пурнăçласа пыракан каччăсем пирки ?пĕри те авланман-ха% кооператив ертÿçи Николай Никифоров та ырă ятпа çеç каласа парать, «Çамрăк кадрсем, механизаторсем яла юлса ĕçлени хуçалăха малалла аталантарма пулăшнипе пĕрлех тăван ял малашлăхĕ те. Специалистсене эпир хаклатпăр, май пур таран пулăшатпăр»,-тет Николай Петрович хăйсен ĕçченĕсене хак парса.
Атте-анне ачисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кузнецовсен кăтартуллă çемйи çулталăкри кашни куна ĕçлĕ, тухăçлă, кăмăллă ирттерме хăнăхнă. Унăн результачĕ, пĕтĕмлетĕвĕ вара савăнăç çеç кÿрет. Акă, кăçалхи Акатуй-Сабантуй уявĕнче «Красное Знамя» хуçалăхри Татьяна Анатольевна Кузнецова оператора выльăх самăртнă çĕрте пысăк кăтартусем тунăшăн уçланкăна уява пуçтарăннă халăх умĕнче саламласа чыс турĕç, парне пачĕç.
- Кирек мĕнле ĕçе те юратса пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Фермăра пăру пăхасси нихăçан та çăмăл пулман. Кашни кунах ирхине 4 сехетре эпĕ ура çинче. Кайиччен çемье валли апат хатĕрлесе хăвармалла. Выльăх вити пиртен çывăхах мар, 3 çухрăм ытла. Ирсерен мăшăрăма автомашинăпа леçтерсе яртарас мар тесе виçĕ çул каялла скутер туянтăмăр. Хальхи вăхăтра çак çăмăл техникăпа куллен икĕ хутчен ĕçе кайса выльăхсене пăхатăп.. Вăхăта перекетленине сая ямастăп. Кашни кун тенĕ пекех килти ĕçсенчен пушаннă хыççăн сĕтел хушшине ларса шăрçапа тĕрлеме кăмăллатăп. Ун пек чухне ывăнни те иртсе каять, тĕрри илемленсе пынă май кăмăлĕ те хăпартланать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа тĕрлĕрен ÿкерчĕклĕ 12 тĕрре вĕçлесе рамка ăшне хурса тирпейлерĕм. Пахчари ĕçсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Малашне чун киленĕçĕ тата ытларах пулĕ. Пурнăçăн та хăйĕн тĕрри пур теççĕ вĕт. Пурăнма çеç пĕлес пулать,- çапла каласа тĕлĕнтерчĕ нумай ачаллă амăшĕ хăйĕн вăхăтне перекетлĕ те тухăçлă усă курнă пирки.
Чăннипех те матур та ĕçчен вăл, Татьяна Анатольевна! Çичĕ ачан кĕпи-йĕмне çума та ĕлкĕрмелле, апат хатĕрлемелле, çурт-йĕре те тирпейлемелле, ĕçне чупмалла, выльăхсене пăхмалла... «Пĕрре пĕçернĕ чух ултă форма çăкăр лартаттăм кăмакана. Тепĕр чухне вăл сивĕнсе ĕлкĕричченех пĕтетчĕ...»-ăшшăн аса илсе кулать амăшĕ.
30 çул хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан Петр Кузнецов мăшăрĕн ача чухнехи аса илĕвĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнине çирĕплетрĕ. Ултă ачин килте ултă тĕрлĕ ĕç пулнă. Арçын ачасем те хĕрачасем пекех урай та çунă, ĕне те сунă... Хушнă ĕçсене пĕтермесĕр выляма кайма юраман. Ку çирĕп йĕрке пулнă. Унсăрăн вĕсене ашшĕ-амăшĕнчен «штраф», «айăплав» лекнĕ. Пысăк çемьере пĕр-пĕрне пулăшасси, пĕр-пĕрне хÿтĕлесси те çемье йĕркисен шутĕнчех. Ашшĕ-амăшĕ çакăн пек çирĕп ыйтнипе паян Петр Анатольевичпа пĕр тăвансем кашнийĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă: пĕри - педагог, тепри - çар çынни, виççĕмĕшĕ - медсестра, повар, кондитер специальноçне алла илнисем те пур.
Пурнăçра атте-аннен шанчăклă çуначĕ айĕнче çитĕннĕ ачасем хăйсем йăва çавăрсан та ырă йăла-йĕркене малаллах тăсаççĕ, хăйсене çуратса ÿстернĕ, воспитани панă çывăх çынсем пек пулма тăрăшаççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи Сăкăт ялĕнчи Кузнецовсен пысăк çемйи шăпах вĕсенчен пĕри.
Альбина ЕГОРОВА
Цифрăсен чĕлхипе
Сăкăт ялĕнче Кариковсемпе Кузнецовсем 14-шар, Сандыркинсем 12, Артамоновсемпе Кузнецовсем, Долговсем, Бурундуковсем, Лукьяновсем 10-шар, Толстовсем, Адякинсем, Муллинсем, Чиркинсем, Кузьминсем, Кртинсем Долговсем, Сандыркинсем, Чунчурскисем 8-шар ача çуратса ÿстернĕ.
Ноябрь 2026 |
