Пушартан асăрханар, йĕркене пăхăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:21 Просмотров: 19

ИНКЕК куçа курăнса килмест. Хамăрăн асăрханулăха ÿстерни, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, Акă, Çĕньял территори уйрăмĕнче çырмари çÿп-çапа çунтарма шут тытнă та, чутах нуша курман. Вут-çулăма сÿнтерме пушар сÿнтерекен икĕ машина хутшăннă.

Патăрьелĕнчи Сад урамĕнче мунча çунма пуçланă. Çулăм дымоход юсавсăррипе тухнă.

Хĕл çывхарнă май пушар тухас хăрушлăх тата пысăкланать, çавна май кăмакасенче çурăксем пуррипе çуккине тĕрĕслеме, дымоходсене, газ котелĕсене ятарлă специалистсене кăтартма манар мар.

Округра паяна 38 хутчен вут-çулăм алхаснă, иртнĕ çул вара пушарпа хирĕç кĕрешекенсен çак вăхăт тĕлне 50 хутчен çула тухма тивнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика