Покрышкăсене пăрахма ан васка контейнера, вĕсене пухаççĕ Сăкăтра

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:22 Просмотров: 16

АВТОМАШИНĂСЕН юрăхсăра тухнă кустăрма покрышкисене час-часах çÿп-çап контейнерĕсем патĕнче курма пулать. Уйăхшар тăраççĕ вара вĕсем çавăнта, анчах никам та ниçта та илсе каймасть. Çакăн сăлтавĕ пур — резинăран тунă хатĕр хăрушлăх кăларакан тăваттăмĕш класлă япала шутланать, ăна кил-çуртран тухакан ытти каяшсемпе пĕрле пăрахма юрамасть.

Муниципалитетра кустăрма покрышкисене пухма ятарлă вырăн тунă. Вăл Сăкăтри Çеçпĕл Мишши тата Сад урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, «Красное Знамя» хуçалăхăн ĕне ферми территоринче вырнаçнă.

Çÿп-çап контейнерне çурт-йĕртен тухакан хытă каяшсене çеç пăрахма юрани пирки асăрхаттарса тăрсан та йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ. Сĕтел-пукан, çум курăк, çĕрнĕ пахча çимĕç тултараççĕ. Асăннă япаласене ещчĕке пăрахма юрамасть.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика