Помост çинче - чи вăйлă кĕрешÿçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:39 Просмотров: 25

Турхан территори пайĕнче паллă тренера Иван Антонович Рыбкина асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Вăл çулсеренех хăйĕн пĕлтерĕшне ÿстерсе пырать. Кăçал помост çине кĕрешÿ спортне кăмăллакансем 13-мĕш хут тухрĕç.

Турнира 8 шкултан 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Ăмăрту муниципалитет округĕн шайĕнче иртрĕ. Помост çине тухакансем 17 виçе ушкăнĕпе хăйсен пултарулăхне, вăйă илемне, меслетне кăтартрĕç. Вĕсен тупăшăвне 13 тренер ылмашăнса ертсе пычĕ, хак пачĕ. Вăйă çивĕч тупăшура иртрĕ. Помост çине тухакансем пĕринчен тепри ăста кĕрешрĕç, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăйă вăрттăнлăхне алла илнине, тăтăшах тренировкăсенче опытне пуянлатнине çирĕплетсе пачĕç.

Кирек мĕнле ăмăртура та вăйлинчен вăйлисем палăраççĕ. Иван Рыбкин хисеплĕ тренера асра тытса йĕркеленĕ турнирта пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине «Паттăр»» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, 2025 çулта армрестлинг енĕпе «Чăваш Республикин чи лайăх тренерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Ильфак Алеев тренер команди тăма тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Вячеслав Спиридонов, виççĕмĕшĕнче Зуфар Камалетдинов тата Андрей Козлов тренерсен командисем.

Алина АНТОНОВА.

ПĔЛМЕ:

Патăрьел муниципалитет округĕнче паллă тата хисеплĕ спортсменсем, вăрçă тата СВО участникĕсем ячĕпе йăлана кĕнĕ тĕрлĕрен турнир иртет.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика