РЕСПУБЛИКĂРА «Ялта чи лайăххи» пиллĕкмĕш хут иртекен конкурсăн çĕнтерÿçисене Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ.
Конкурса республикăри пултаруллă та маттур ачасем, ача садне çÿрекенсенчен пуçласа студентсем таран, хутшăннă. 73 призерпа çĕнтерÿçĕ йышĕнче Патăрьел округĕнчен те пур. «Юрă» номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3 б классем çĕнтерÿçĕ пулнă, Патăрьелĕнчи ача-пăча пултарулăх шкулĕнчи «Пĕчĕк çăлтăрсем» ансамбль иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 класс хорĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. «Илемлĕ сăмах» номинацире Камиля Багманова ?Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул% палăрнă. «Илемлĕ сăмах» номинацин «Эпĕ хамăн ял сасси» уйрăмĕнче Юлия Заводова Хирти Пикшик - иккĕмĕш, Михаил Никитин Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул виççĕмĕш тухнă. «Агроçĕкленÿ» видеопа Валентина Тарасова Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул çĕнтернĕ. Шăнкăртамри Эльвина Янтыкова тата Чулпан Шарипова виççĕмĕш пулнă.
Ноябрь 2026 |
