ПАЯН электричество пулмасан алăсăр-урасăр пекех: шыв кĕмест, ăшăнмасть, япала çăваймастăн, телевизор пăхаймастăн... Каçхине хунар е çурта çутса та ларас килмест. Тикешре, Нăрваш Шăхалĕнче, Патăрьелĕн хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансем иртнĕ эрнери шăматкун темиçе сехетлĕхе асатте-асанне пурăннă вăхăта таврăннă. Çак ялсем çак кун çиллĕ çанталăка пула электричествăсăр тăрса юлнă. Ас тăватăр пуль, ун чухне кунĕпех çумăр лÿшкерĕ, çилĕ те хăваламалла вылянăн шалтăртаттарчĕ. Яваплă служба специалисчĕсем тăрăшнипе каçа валли çитменлĕхе пĕтернĕ.
Ноябрь 2026 |
