Амăшĕн канашĕ пулăшрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 14:03 Просмотров: 16

Хваттерте пĕчченех ларакан Татьяна шухăшлăн кантăкран пăхать. Юр çунă саманта пĕчĕкренех кăмăллать вăл. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек тÿперен тăкăннине сăнанă май иртнĕ пурнăçа майĕпен-майĕпен куç умне кăларса тăратрĕ.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр пăхса ÿстерчĕç вĕсем, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларма пултарчĕç. Тĕпренчĕкĕсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне мăнуксемпе савăнтараççĕ. Пурнăçра такăнтаракан пулăмсем сахал мар пулчĕç çемьешĕн, çапах та хĕрарăм хăйĕн çирĕп кăмăлне, тÿсĕмлĕхне пула çемйине сыхласа хăварма пултарнăшăн савăнать.

Çĕр-шывăн тĕп хулинче медицина университетĕнче пĕлÿ пухатчĕ хĕр. Çуллаччĕ ун чухне. Университетран тухсан Таня сесси вĕçленнĕшĕн, юлашки экзамена та ăнăçлă тытнăшăн савăнчĕ. Чи йывăр экзамена хатĕрленсе çĕрĕпех çывăрманран куçĕсем хупăннине туйрĕ хĕр, çавăнпа та общежитие хăвăртрах çитсе кăштах канса илме васкарĕ.

Ашшĕпе амăшĕ те ĕмĕрĕпех тухтăрта ĕçленĕренех суйларĕ пулĕ Таня тухтăр профессине. Ырă шухăшсемпе çунатланнă май çул урлă каçма тăчĕ. Ĕмĕтленсе пыраканскер сылтăм енчен килекен автомашинăна асăрхаймарĕ. Светофорăн хĕрлĕ çути çутнăран хĕр çул урлă каçасса кĕтмен водитель те хăвăртлăха чакарса ĕлкĕреймерĕ, Таня çине пырса кĕчĕ.

Тăна кĕрсен пике хăй ăçта выртнине часах ăнкарса илеймерĕ: шурă стенасем, вырăн çивĕттисем те шап-шурă. Чÿрече çинчи пысăк вазăра — хĕрлĕ кĕлчечексем, вырăн çумĕнчи пĕчĕк шкап çинче — тарилкке тулли улма-çырла. Кĕçех палатăна шурă халатлă çын пырса кĕчĕ.

— Мĕн пулнă манпа? — терĕ хĕр хăй больница койки çинче выртнине, умĕнче тухтăр тăнине ăнланса.

— Эсир аварие лекнĕ, — терĕ те шур халатлă çын алăка уçса такама чĕнчĕ.

Кĕçех палатăна çÿллĕ те тĕрек кĕлеткеллĕ 30 çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ.

— Тинех тăна кĕтĕр, — терĕ çакскер хĕр выртакан койка патне хăюсăррăн пусса çывхарнă май.

Калаçуран Таня çул урлă каçнă чух çак арçын ун çине машинипе пырса кĕнине, тÿрех çывăхри больницăна илсе çитернине, хĕр тăна кĕриччен палата умĕнче ларнине пĕлчĕ.

— Суранусем йывăрах мар. Тепĕр темиçе сехетренех чупма пуçлăн акă, — тесе шÿтлерĕ те тухтăр йăл кулса, палатăран тухрĕ.

Иккĕшĕ анчах юлсан пĕр-пĕринпе паллашрĕç çамрăксем. Андрей Мускавра çуралса ÿс-

нĕ, 31 çулта, авланман, пĕччен пурăнать. Шкул хыççăн вĕренсе инженер профессине алла илнĕ. Çапах та хăйĕн профессипе ĕçлемест, пиччĕшĕпе çăмăл автомашинăсем юсакан салон тытса тăраççĕ.

Суранĕсем çăмăл пулсан та 10 кунсăр кăлармарĕç Таньăна больницăран. Каччă хĕр патне кашни кунах килсе çÿрерĕ.

Больницăран тухсан та çыхăнăва çухатмарĕ йĕкĕт. Çамрăксем хăйсем сисмесĕрех юрату авăрне кĕрсе ÿкрĕç. Пукане евĕр илĕртÿллĕ сăн-питлĕ хĕре ытараймасăр сăнарĕ Андрей. Хитрелĕхĕпе анчах мар, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăслă пулнипе илĕртрĕ ялта çитĕннĕ хĕр хула каччине. Каччă хĕре каникул вăхăтĕнче яла ярасшăн пулмарĕ, кăштах та пулин хулара пурнăма ÿкĕтлерĕ. Уйăхранах ăна качча илсе хăй патне хваттере илсе кайрĕ.

Мускав каччине «çавăрма» пултарнă ялтан килнĕ чăваш хĕрĕ çине пĕрле вĕренекен хĕрсем ăмсанса пăхрĕç. Пĕр курсра вĕренекен хула хĕрне Виолеттăна тантăшĕн ăнăçулăхĕ темшĕн вĕчĕрхентерчĕ.

Чăн та, тап-такăр та тип-тикĕс çул çине илсе тухрĕ Таньăна шăпа. Арçын хĕрарăма пĕтĕм чунтан юратсан уншăн нимĕн те хĕрхенмест. Çапах та чипер пурăннă çĕртех мăшăр çулĕ урлă хура кушак каçрĕ тейĕнех. Пĕрле вĕренекен Виолетта юлашки вăхăтра çилĕм пекех çыпăçрĕ Таня çумне. Пĕр утăм утма памасăр чĕвĕлтетрĕ те чĕвĕлтетрĕ, занятисем хыççăнах йĕркелекен дискотекăсене йыхравларĕ, эрех-сăрапа сăйланма хистерĕ. Çамрăк çемьен хваттерĕнче хăнара час-час пулчĕ тантăш хĕр. Çамрăк хĕрарăм Виолетта Андрейпе уйрăмах çепĕç те ачаш калаçнине, илĕртÿллĕн ахăлтатнине асăрхарĕ пулсан та, лăпкăлăха çухатмарĕ. Пăшăрханма сăлтав çук, Андрей мăшăрне анчах юратать.

Вăхăт иртнĕ май Виолетта хăйĕнчен сивĕннине туйрĕ Таня. Тантăшĕ анчах мар, мăшăрĕ те ютшăнчĕ, ĕçрен кая юлма пуçларĕ, час-часах ÿсĕр таврăнса Таньăпа харкашрĕ. Кĕçех Виолетта мăшăрĕн еркĕнĕ пулса тăни пирки пĕлчĕ тухтăр профессине алла илнĕскер.

Чĕри хурлăхпа тулчĕ Таньăн. Мĕн тумаллине пĕлмесĕр йĕп çинчи пек ăшталанчĕ.

— Тÿс, хĕрĕм. Пурнăçра тумхахсем сахал мар пулĕç. Тÿсĕмлĕн кĕтме пĕлекенсем телейлĕ. Ун пек япăлкка хĕр часах йăлăхтарĕ ăна, унран хăйех хăпĕ мăшăру. Эсĕ вара çемье лăпкăлăхне, ăшăлăхне яланах упра, çепĕçлĕхÿпе ачашлăхна ан çухат, усалтан аякра тăр, мăшăрупа ан харкаш, — çапла канаш пачĕ хĕрне хăнана килнĕ амăшĕ.

Пĕр тăхтаса тăмасăр уйрăлма шухăш тытнă хĕрарăма амăшĕн канашĕ пурнăç çине йăлтах тепĕр майлă пăхма хистерĕ. Кĕçех хăй йывăр çын пулнине туйрĕ вăл. Çакăн пирки мăшăрне пĕлтерсен вăл та ырă енне улшăнчĕ. Андрей «ĕçре тытăнса» тăма тата ÿсĕр таврăнма пăрахрĕ, Таньăпа малтанхи евĕрех çепĕçленчĕ, парнесемпе савăнтарчĕ.

Çакăн евĕр ăслă, ырă, сăпайлă, хаклă мăшăрне урăх нихăçан та улăштармарĕ Андрей. Ăнланчĕ вăл пурнăçра пысăк йăнăш тунине, çакна Таня «сисменшĕн» вара чунтанах хĕпĕртерĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика