Этем ырă кăмăллă пулсан
Унăн чунĕ çутă та илемлĕ.
Ырлăх туса çынна пулăшсан
Çĕр çинче вӑл чӑннипех телейлĕ.
Кам та пулин инкеке лексен
Ырă çын вӑйне те хĕрхенмест.
Хăйĕн çăкăр-тăварне валеçсен
Чунĕ ырă ĕçпе киленет.
Ырă туни — ăслă ĕç пулать,
Ăна тума нихçан ан вӑтан.
Вăл çынна ялан илем кӳрет,
Турă ăна ялан пулăшать.
Тăвансем, ырă пулар пурте,
Пĕр-пĕрне пулăшар, хĕрхенер.
Ырлăх валеҫер те пĕр-пĕрне
Çавăнпа телейлĕрех пулар!
Инна Белкова.
Нӑрваш Шӑхаль ялӗ.
Ноябрь 2026 |
