ÇУЛ-ЙĔРэрех-сăрана та йĕркене пăсакана та юратмасть, анчах темшĕн çакăн пирки манатпăр. Çăмăлттайлăх вара инкек патне илсе пырать. Çак кунсенче Кĕçĕн Патăрьелĕнче хĕрĕнкĕ водитель каçхине çул çитмен икĕ хĕре аманмаллах çапса хă-
варнă. Пĕрне Шупашкарти больницăнах илсе кайнă, теприне Патăрьелĕнче сиплеççĕ.
Хура кĕркунне каçсерен йĕппе чиксен те куç курмасть, çавна май авари пулас хăрушлăх та пысăк. Çуран çÿрекенсен хăйсен те асăрхануллăрах пулмалла, çутта тавăракан паллăсем çакмалла. Тĕттĕм тĕслĕ тум тăхăннă çынна водитель çывăха çитсен çеç асăрхать.
Ноябрь 2026 |
