«Арçыннăн ача ÿстермелле, çурт тумалла, йывăç лартмалла», — тенĕ ваттисем. Çак сăмахсем арçыннăн пурнăçра тумалли тĕп тивĕçсем. Турханта пурăнакан Василий Афанасьев ку ĕçсене йăлтах пурнăçланă. 84 çулти Василий Степанович виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ашшĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра пилорамăра вăй хунă. Алли ылтăнран йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма ăста. Йăха тăсакансем те ашшĕ пекех маттур.
Çулĕпе çамрăках мар пулсан та ĕç ветеранĕ вăрмана час-часах çÿрет.
— Юмана ыталаса илетĕп те вăл мана вăй-хал парать, — тет вăл. Хăй лартнă йывăçсем те ăна пурăнма хавхалантараççĕ.
Çак кунсенче Василий Афанасьев Турханти врач амбулаторийĕ умне сиплев учрежденинче ĕçлекенсемпе пĕрле хăй тĕшĕрен çитĕнтернĕ икĕ чăрăша лартрĕ. Малашне вĕсем кашни çынна илемĕпе савăнтарĕç.
Анатолий КОЛЬЦОВ.
Турхан ялĕ.
Ноябрь 2026 |
