Шурă юрĕ çăвĕте тултарĕ пурпĕрех çула тухма хăратмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:12 Просмотров: 22

МĔНШĔН çапла тетĕр-и?

Мĕншĕн тесен Патăрьел муниципалитет округĕнче ял тулашĕнчи çулсене хĕллехи тапхăрта юртан тасатса тăракан, çак яваплă ĕçе хăйсем çине илнĕ подрядчиксемпе алă пусса шанчăклă килĕшÿ тунă. Вĕсем: И. Рубцова 60, 4 çухрăм, Л. Манзуркина 58,5 çухрăм индивидуаллă предпринимательсем, Р. Санзяпов 4,6 çухрăм фермер хуçалăхĕ, «Летехсервис» тулли мар яваплă пĕрлешÿ 6,5 çухрăм. Çил-тăманлă çанталăкра ĕçлеме, пăрлак та шуçлак çулсене парăнтарма тĕрлĕ йышши 37 техника ĕçе тухма хатĕр. Унсăр пуçне 2026-2027 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пăрланнă çулсене сапма, аварилле лару-тăрăва сирме 1900 тонна материал хатĕрленĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла: хĕллехи çул-йĕре пăхса тăракан подрядчиксем водительсене сменăпа, талăкĕпе ĕçлеме, канма, техникăна лартма мĕн пур услови туса панă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика