Пĕлÿ тĕнчине йыхравласа шăнкăрав янăрарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:43 Просмотров: 19

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче округри 3,5 пин вĕренекен парта хушшине ларчĕ. Пуçласа шкул алăкне уçакан 231 ачашăн пĕрремĕш шăнкăрав пĕлÿ тĕнчине йыхравласа янăрарĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенчи савăнăçлă линейкăна хутшăнчĕ. Равиль Фарахутдинович шкул ачисене лайăх паллăсемпе вĕренме, ашшĕ-амăшне ăслăлăхпа чăтăмлăх, педагогсене сывлăхпа хавхалану, тарăн пĕлÿ илме ăнтăлакан вĕренекенсем сунчĕ.

Кашни шкултах вĕренÿ-ре ĕлкĕрсе пыракансене, обществăлла ĕçе хастар хутшăнакансене палăртрĕç.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика