Кăмпа савăнтарма та, инкек кăтартма та пултарать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:42 Просмотров: 19

КĂМПА сезонĕ уçăлни Интернет уçлăхĕнче питĕ лайăх сисĕнет. Пĕри те тепри çĕр мăкăртса тухнă çимĕçе тултарнă витресемпе карçинккасене сăн ÿкерттерсе социаллă сетьсене лартаççĕ. Хĕл кунĕнче тăварлани е маринадлани, типĕтни питĕ тутлă-çке!

Пĕр ураллă çимĕçе татма кайсан асăрханулăх пирки те манмалла мар, вăрманта çынсем аташса кайнă тĕслĕхсем çулленех пулаççĕ. Пĕлмен территоринче тата йывăçсем хушшинче шалалла кĕме тăрăшмалла мар. Çавăн пекех кăмпана та пĕлсе хатĕрлемелле, унсăрăн наркăмăшланма та пулать. Республикăра кун пек тĕслĕх пулнă та ĕнтĕ. Аслă ÿсĕмри икĕ çынна (пĕрне кайран каялла килне сипленме янă) тата 5 ачана больницăнах илсе кайнă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика