Йăла-йĕркене асра тытасчĕ, йăхран йăха куçарасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:42 Просмотров: 22

МĔН ĕлĕкренех пирĕн асатте-асанне йăла-йĕркене йăхран йăха куçарса пырассине тимлĕх уйăрнă. Халĕ çак ырă пулăма малалла тăсма «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан «Арча» проект пулăшать. Паяна ялти клубсемпе библиотекăсем 47 ытла мероприяти ирттернĕ, унта 800 яхăн çын хутшăннă.

Нумай пулмасть Каншелĕнчи культура «вучахĕнче» чăваш халăхĕн иртнĕ кун-çулĕпе, юррисемпе паллаштаракан «Аса илÿ авăрĕ» ятпа улах йĕркеленĕ. Красномайскинчи библиотекăра «Ĕлĕкхи япаласен вăрттăнлăхĕсем» сехетре иртнĕ ĕмĕрсенче кил-тĕрĕшре куллен усă курнă япаласем çинчен аса илнĕ. Çĕнĕ Ахпÿртри клубра «Асанне арчи вăрттăнлăхĕсем» мероприятинче çемье историйĕсем, йăли пирки каласа панă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика