ВАТĂ САЛТАК.

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:58 Просмотров: 57

Малалли...

Ваççа хӑйĕн юратнă хура хӑмӑр тĕслĕ нимĕç овчаркине ури çумне васкамасăр килсе выртсан çеç асăрхарĕ.

‒ Артю, эккей тата, мансăр тунсăхларăн та-и вара? Пӳртрен урамалла тухнă чухне картишĕнче курмарăм çав сана. Шанăçлă ман юлташăм, атя, кас тавра пĕрле утса çаврăнар эппин, ‒ тесе çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те эхлеткелесе тăрса хăй палăртнă çулпа васкамасăр малалла утрĕ. Ватă йытти, хулăн хӳррине васкамасăр енчен енне сулла-сулла хуçи хыççăн пычĕ.

Тарьесен кил-çурчĕ патне çитсен Ваççа тахçан, вăрçă вăхăтĕнчех, темиçе хут йывăр аманса тăшмана хирĕç çапăçма юрăхсăр пулнă хыççăн киле килнӗ вӑхӑта аса илчĕ. Суранĕсем тӳрленсе те çитмен салтака сипленме вӑхӑт та памарĕç. Пуçлăхсем чĕнсе илчĕç те тӳрех бригадир пулса ĕçлеме хушрĕç. 

Пулевей хĕрĕ Натиç час-час Тарье хреснамăшĕ патне киле пуçлани çамрăк бригадира хумхантара пуçларĕ. Кăмăла каякан хĕре, паллах, яланах курас килет. Пĕрре тата Ваççапа амăшĕ сăлтав тупса Тарьесем патне хăнана кайрĕç. Унта вара Натиç те пур иккен. Тăванĕсем ӑна хĕлле ĕç ытлашши çук, амăшĕн йăмăкĕ патӗнче пурăнса килтĕр тесе янă.

Хĕрарăмсем калаçӑва пуçлама, çынсен кăмăлне çавăрттарма ăста çав.  «Йывăр самантсенче иккĕн пурăнма çăмăлтарах, çамрăксем, çавна шута илĕр», ‒ терӗç. Каччăпа хӗре йăла-йĕркене пахăнса, нумай шутлаттармасăрах килĕштерттерчĕç те. Тепĕртакран аслисем пĕчĕк кăна туй та туса пачĕç. Туйра чи телейли, савăнăçли Натиç ашшĕ пулчĕ пулмалла.  Ҫак савăнăçӑн сăлтавне Ваççа кайран кăна пĕлчĕ. Пĕрре Ваççапа Натиç ашшĕ кăмăллă калаçса ларнă чух хуньăшĕ ултă хĕре качча парасси çăмăл марри çинчен сӑмах пуçларĕ. Иккен, маларах Натиçе кӳршĕ ялти пĕр каччă кăмăлланă. Ҫураçма килес умĕн Натиç питне хăрăмпа сĕрсе илемсӗрлетеççĕ те кӳршĕсем патне вăхăтлăха яраççĕ. Евчĕсене вара Натиç вырăнне аппăшне сĕнеççĕ. Никифăр каланă тăрăх, лешсем малтан тухса кайма пӑхаççĕ, анчах ӳкӗте кӗртсе вĕсене кӗрекене лартаççӗ те лайăх кăна хăналаççĕ. Унтан Натиçе кӳршĕрен чӗнсе илсе пӳрте кĕриччен каллех питне, тумне хăрăм сĕрсе хуратаççĕ. Евчĕсене малтан капăр тумланнă аппăшне, каярах Натиçе кăтартаççĕ. Хăналаннă хыççăн самай ĕшеннĕ пулас кĕрӳ арăм тума аппăшне суйласа илет.

Никифăр хуньăшĕ кашт хĕрсен яланах:

‒ Пĕлсе тăр, Ваççук кĕрӳ, сан валли упранă эпир Натиçе, хаклама пĕл çакна, ‒ тесе хăпартланса калать.

. Малалли пулать

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика