60 çул утаççĕ юнашар

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:55 Просмотров: 81

Пурнăç çулĕ такăр мар, унпа утма çăмăл мар, анчах юнашар шанчăклă мăшăр пулсан йывăрлăхсем те айккинче юлаççĕ. Хирти Пикшикри Чаштановсем çакна питĕ лайăх пĕлеççĕ. Рафаел Келимулловичпа Сания Сафиулловна кăçалхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче çемье çавăрни 60 çул çитет (сăн ÿкерчĕкре). Вĕсем бриллиант туйне паллă тума хатĕрленеççĕ.

Кил хуçи Хирти Пикшикре нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ывăлсенчен пиллĕкмĕш пулнă. Ялти вăтам шкулта 8 класс вĕреннĕ хыççăн çамрăк пĕлĕвне Канашри механизаторсен шкулĕнче малалла тăснă. Диплом илсен «Герой» колхоза ĕçлеме килнĕ. Каярах Патăрьелĕнчи «Сельхозхимия» предприятинче вăй хунă. Водитель пулнă май инçет çул çÿревсене çÿренĕ. Тăрăшулăхне кура тĕрлĕ шайри Тав, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Комсомольскинчи Аслă Çĕрпÿелне ĕçпе кайсан Рафаел Келимуллович пулас мăшăрĕпе паллашнă. Сăпайлă та чипер Сания Сафиулловна яш кăмăлне тÿрех кайнă. Хĕр ялти шкултан 8 класс вĕренсе тухнă хыççăн колхозра тăрăшнă. Кайран та «Герой» хуçалăхра вăй хунă.

1966 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чаштановсем Пикшик ял советĕнче çырăннă. Унтанпа сисĕнмесĕрех 60 çул иртсе кайнă. Çак тапхăрта мăшăр виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Кашнине тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн пĕчĕкрен çĕре юратма, хисеплеме, ăнланма вĕрентнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ йăха тăсакансем хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпех çыхăнтарнă.

Илдар Шупашарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл çемйипе Ульяновск облаçĕнче пурăннă, тĕп зоотехникра ĕçленĕ. Шел пулин те, 2021 çулта ашшĕпе амăшĕн пысăк хуйхă чăтса ирттерме тивнĕ: аслă ывăлĕ вăхăтсăр куçне хупнă.

Илгизяр Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă, кайран Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Вăл та Ульяновск облаçĕнчех тĕпленнĕ. Ял хуçалăх наука институчĕн тĕп агрономĕ шутланать. Мăшăрĕпе пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ.

Илнар кĕçĕнни пулнă май ют тăрăхра телей шырас темен, авланнă хыççăн тăван килĕнчех тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Çемьере виçĕ ывăл çитĕнет. Вăл Хирти Пикшикри «Молочные зори» кооперативра тăрăшать.

— Пирĕн аттепе аннене тав сăмахĕ каламалăх пур, вĕсем мăнукĕсене ура çине тăратма сахал мар пулăшрĕç. Паянхи кунчченех пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр, — тет Илнар мăшăрĕ. Рафаел Келимулловичпа Сания Сафиулловна тăватă мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе чун-чĕререн савăнаççĕ.

Чаштановсен пурнăç çулĕ çăмăл пулман, савăнăçĕ те, хуйхи те юнашарах çÿренĕ, пĕрех чунĕсем чурăсланман. Вĕсем ырă кăмăллă пулнипе, йывăрлăха лекнисене пулăшма хатĕррипе палăрса тăраççĕ. Çавăнпах вĕсем ялта хисеплĕ çынсенчен пĕрисем. Çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ ĕç ветеранĕсем кăçал «Юратупа шанчăклăхшăн» медале илме тивĕçрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика