«Турхан ялĕ — халăхсен туслăхне çыхăнтаракан кĕпер»

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:52 Просмотров: 77

Турханта пленэр пĕрремĕш ĕçне пикеннĕренпе кунта 205 художник хăйĕн валли чун киленĕçне тупса картинăсем çырнă. Хальхинче те Кокель пленэрне Белоруси Республикинчен, Йошкар-Оларан, Кемеревăран, Тутар, Ирçе республикисенчен, Саранскран, Хусантан сăрă ăстисем хапăл туса хутшăннă.

Çакăн пек хак пачĕç Турханти вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери профессионал художниксен XIX пленэрĕн ĕçне пĕтĕмлетме, вĕсен творчество ĕçне пахалама пуçтарăннă хисеплĕ хăнасем. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче çак сăмахсене тата ытларах хăпартланса каларĕ проект авторĕ, культурологи докторĕ, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильев.

Тĕнчипе палăрнă Алексей Кокель художникăн ялĕнче проект старт илнĕренпе Турханта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Лăпкă тинĕсрен пуçласа Брест таранах, профессиле сăрă ăстисем пленэра хутшăнса Юхмапа Пăлă тăрăхĕнчи чи илĕртÿллĕ те кăмăллă вырăнсене, çынсен сăнарĕсене, халăхсен йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе çыхăннă самантсене мольберт умĕнче тăрса пир татăкĕ çине ÿкернĕ. Шкул коридорĕнче, спортзалра йĕркеленĕ куравпа паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Сăрă тĕнчи яшлăха та, аваллăха та илсе çитерчĕ, паянхи пурнăçăн илемĕпе те киленме май пачĕ...

— Патăрьел муниципалитет округĕнче çĕршыв шайĕнче йĕркелекен пленэр пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн ÿссех пырать. Кокелĕн ĕçне малалла тăсакансем хушшинче Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче вĕренекен çамрăк сăрă ăстисем пулни пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем аслисенчен çут тĕнче илемне хăйсен куçĕпе курма, ăна чун-чĕрепе туйма хăнăхни çав тери паха, — терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова пленэра хутшăнакансене тата ăна йĕркелекенсене чун-чĕререн тав туса.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика