Шăпăрлансемшĕн кантăк йăпанчăк çеç мар, хăрушлăх та...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:51 Просмотров: 78

Ача-пăча чылай чухне лара-тăра пĕлмест. Унта-кунта та хăпарса каять, урамра та вылять...Асăрхаса ĕлкĕреймесен шăпăрлансем нимĕн те мар инкек-синкек туса хума та пултараççĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах ачасем кантăкран тухса ÿксе инкек курасран питĕ сыхă пулмалла. Чылайăшĕ кантăксене шăна-пăван вĕçсе кĕресрен сетка караççĕ. Шăпах çакă пĕчĕк ачасемшĕн илĕртÿллĕ. Вĕсем унтан тытăнас теççĕ те урам енне тухса ÿкеççĕ. Темиçе кун каялла çеç Çĕнĕ Шупашкарта пĕчĕк ача тăваттăмĕш хутри чÿречерен тухса ÿксе йывăр суранланнă.

Кăçал çеç республикăра çакнашкал синкерлĕ вунă тĕслĕх пулнă.

Григорий КАЛЛИН,

округ администрацийĕн гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика