Диплома тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:41 Просмотров: 542

Республикăри граждансене хỹтĕлес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енре пысăк инкексене пулма паман: вĕсем сиксе тухассине, сиен калăпăшне чакарнă. Çакна пĕтĕм шайри патшалăх влаç органĕсем лайăх ĕçленипе, асăрхаттару ĕçĕсене тухăçлă пурнăçланипе тума май килнĕ. Пĕлтĕр чрезвычайлă лару-тăрусен шучĕ икĕ хут чакнă. Пĕтĕмлетỹ тунă май Правительство çуртĕнче ку енĕпе уйрăмах тăрăшуллă пулнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Палăртма кăмăллă, Патăрьел округĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмăн 2024 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе II степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика