Инкек куçа курăнса килмест, çапах асăрханмалла!

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:19 Просмотров: 386

ХАЛЬХИ вăхăтра ялта хĕрỹ ĕççи пырать. Вырмапа пĕрлех фермер хуçалăхĕсенче, уйрăм хушма хуçалăхсенче пахча çимĕç, сухан-севока ана çинчен пуçтарса кĕртеççĕ. Кирек мĕнле ĕçе те техникăпа усă курса пурнăçланăран хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнасси, инкек-синкекрен асăрханасси тĕп вырăнта пулмалла. Çак кунсенче, акă Нăрваш Шăхалĕнче çул çитмен хĕрача трактор хыçĕнче куçса пыракан барабана сухан-севока тасатма янă чухне аманнă. Халĕ ăна тĕп хулари больницăра сиплеççĕ. Çакнашкал тĕслĕх пирĕн тăрăхра маларахри çулсенче те пулнăччĕ. Çавăнпа та ĕçе йышăнаканăн чăн малтанах çынсене хăрушсăрлăх йĕрки пирки ăнлантармаллах.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика