Волонтерсем ачасене велосипед туянса панă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:19 Просмотров: 448

ТУРХАНТИ вăтам шкулти "Атьăр, пĕрле" волонтерсен ушкăнĕнчи хастарсем - Дмитрий Кольцовпа Алексей Самарин ертỹçисем тата Глеб Фоминпа Данил Ершов юлташĕсем хăйсен вăйĕпе икĕ тонна ытла тимĕр-тăмăр пуçтарнă. Унпа пылак çимĕç, планшет е тата ытти астармăш тавар туянман. Ăна сутнă укçипе вара Турхан, Упамса, Çĕньял, Каншел, Первомайски, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи йывăр шăпаллă тата сусăр ачасене велосипедсем туянса панă.

Ырă ĕç тума, çынна пулăшма, ваттисене хисеплеме ачаранах, шкул саккинченех хăнăхма, вĕренме пулать. Турханти волонтерсем - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика