Патăрьел муниципалитет округĕнче ав- густăн 1-мĕшĕ тĕлне 3900 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илнĕ (26 процент). Çак лаптăкран 11464 тонна тырă тĕшĕленĕ. Унăн вăтам тухăçĕ гектартан 28 центнер.
Вырма ĕçĕсем уйрăмах "Батыревский" пĕрлешỹре, "Исток", "Корма", "Тойсинская" агрофирмăсенче, "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсенче, А. Петров, К. Салихов, Е. Мартышкин, Л. Краснова, Р. Санзяпов, Б. Емельянов, В. Багаутдинов фермер хуçалăхĕсенче начар мар пыраççĕ.
Çавăн пекех сухан-севок пуçтараççĕ, выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ.
Август 2026 |
