Юлнă ĕç çине юр та çума пултарать...

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:09 Просмотров: 380

Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче хĕрỹ ĕççи пырать: çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртеççĕ, хĕл валли выльăх апачлĕх утă-улăм хатĕрлеççĕ тата ытти те. Хирти анасем пĕрин хыççăн тепри пушанса, тирпейленсе пыраççĕ.

Анчах та пур çĕрте те ун пекех те мар иккен... Çак лару-тăру пирки (ỹкерчĕкре) хаçат редакцине шăнкăрав пĕрре çеç мар пулнă хыççăн çула тухма тиврĕ. Патăрьелĕнчен Шупашкара каякан аслă çул хĕрринче, Пăла çумĕнчи сылтăм енчи лапамри пысăк рулонлă утă тĕркемĕсем кĕçех çеçкене ларнă люцерна ăшĕнче курăнми те пулаççĕ иккен. Çĕр хуçи курăка пĕрремĕш хут начар мар çулса илнĕ-ха. Анчах та ăна иккĕмĕш хут та çулмаллине, рулонсене пуçтармаллине манса кайнă-ши?

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика