Моряксен туслăхĕ çирĕп

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:08 Просмотров: 453

 Çарта тельняшка тăхăнса çỹренисем июлĕн юлашки вырсарникунĕнче Тинĕс çар флочĕн кунне анлăн уявлаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çак кун вĕсем Патăрьелĕнчи Арбатри палăк умне пухăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Моряк-ветерансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Официаллă пай хыççăн пухăннисем ушкăнпах çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвне çул тытрĕç. Кунта Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей уяв кĕлли ирттерчĕ. Сăмах май каласан, вăл та çар службине тинĕспе çыхăнтарнă пулнă. Кайран вара уяв кĕрекине спорт ăмăртăвĕсем илем кỹнĕ.

Александр ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика