"Çĕнĕ кайăксенчен" Егорпа Амина малта пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:48 Просмотров: 299

 РАÇÇЕЙРИ Çемье çулталăкĕнчи пĕрремĕш çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 105 пепке çуралнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ арçын ачасем.Пулас пăхаттирсене ашшĕ-амăшĕ хăйсене килĕшекен тĕрлĕрен ят панă: Мирон, Тихон, Макар... Çапах та вĕсенчен Егор - лидер! Хĕр ачасенчен вара Амина ята кăмăллакансем ытларах пулнă.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ашшĕ-амăшĕн 47 проценчĕ "Ача çурални" ("Рождение ребенка") суперсервиспа пепкине регистрациленĕ. Çак сервиспа усă куракансен çуралнă ачин СНИЛС тата ИНН докуменчĕсем çийĕнчех личный кабинета каяççĕ. Çавăн пекех патшалăх çăмăллăхĕн порталĕпе усă курсах пепкине пропискăна тăратма, ОМС полисне тума, поликлиникăна çырăнма, ача садне черете тăма та май пур. Чылай ашшĕ-амăшĕ Интернет урлă ĕçе çапла ансатлатаççĕ те...

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика