"Халăх тăшманĕ" пулса тăнисен чи пысăк вил тăприйĕ умĕнче пуç тайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:40 Просмотров: 227

 УЛАТĂР тăрăхĕнчи Первомайски поселокĕ Тĕн çыннипе Турра ĕненекенсемшĕн сăваплă вырăн шутланать. Репресси çулĕсенче кунта НКВДăн ятарлă полигонĕ пулнă, çакăнта "халăх тăшманĕ" ят тухнисен республикăри чи пысăк вил тăпри вырнаçнă. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те сахал мар çын выртать. Çимĕк уявĕ хыççăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче çулсеренех кунта таврари ялти пачăшкăсем ятарласа кĕлĕ ирттереççĕ. Кăçал та çаплах пулнă. Уçă вырăнта иртекен литургие Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Савватий Антонов ертсе пынă.

- Çак вырăнта пăлханмасăр пулаймастăн. Пĕр айăпсăр айăпланă мĕн чухлĕ çын выртать вилтăпри айĕнче! Хальхинче те кĕлле çынсем питĕ йышлăн хутшăнчĕç,- каласа парать Чăваш Ишекĕнчи Светлана Кулакова. Вĕсем те йăлана кĕнĕ йĕркепе хăйсен çемйипе çулсеренех кĕлле хутшăнаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика