Шăрăх та организма хавшатать

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 20:08 Просмотров: 100

Шăрăх çу кунĕсем тăраççĕ. Вĕсем аслисене те, ачасене те ĕшентереççĕ. Хĕвел "ури" ан пустăр тесен кун каçиччен кашнийĕшĕн çителĕклĕ таран шыв ĕçмелле. Пылак çимĕçпе ытлашши иртĕхмелле мар.

Çие ирĕклĕ, тарлаттарман пусмаран çĕленĕ кĕпе-тумтир тăхăнма тăрăшмалла. Пуçа та хĕвелтен хỹтлĕх кирлех.

Ачасене 11-16 сехетсенче сулхăнрах вырăнта выляттарма тăрăшăр. Вĕсене çăвăнтарни е йĕпе алшăллипе сăтăрни усăллă. Кун пек чухне ỹт температурине кирлĕ шайра тытса тăма май пулать.

Апатра улма-çырлапа пахча-çимĕç пулсан аван. Çуллă çиме тăрăшмалла мар.

Пуç çаврăнать, вăй чакать, кăмăл пăтранать, хашлатса сывлаттарать пулсан медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

Аслисен те шăрăхра вăй-хал парса ĕçлессине чакармалла.

Пỹлĕме уçăлтарсах тăмалла.

Апатра аш-какая пулăпа улăштармалла.

Тĕтĕмленĕ, ăшаланă, час пăсăлма пултаракан çимĕçсене çиме ан тăрăшăр. Кăнтăрла сахалрах çисен те юрать. Чей, минераллă, витаминлă, типĕтнĕ улма-çырларан вĕретнĕ шыв ĕçмелле. Газ хутăшĕллĕ е пылак, йỹçĕ шĕвексене сивлемелле. Талăкра 1,5 литр ĕçме тăрăшмалла.

Пĕвер е чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ пуррисен ытлашши шыв ĕçмелле мар.

Çул çине автотранспортпа тухакансен те ирхи е каçхи сулхăн çанталăка суйласа илме тăрăшмалла. Лавккана çỹреме те çавăн чухне кăмăллă.

Татьяна ИЛЬИНА, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика