Вăрах вăхăт шăрăх та типĕ çанталăк тăни пушар тухас, çынсене инкек-синкек кăтартас хăрушлăха тата ытларах пысăклатать. Вырăн-вырăнпа 30-32 градус ăшă тăрать. Чăваш Республикинче хăрушлăхăн "сарă" шайĕ ("желтый" уровень опасности) тăрать, вăрманта пушар тухас хăрушлăх та 4 класс тесе хаклаççĕ.
Çак кунсенче эпир ведомствăсен представителĕсемпе пĕрле республикăра пушартан уйрăмах сыхă пулмалли тапхăрта вăрмансенче, ытти обществăлла вырăнта, çав вăхăтрах уйрăм хушма хуçалăхсенче те вут-кăвартан асăрханас, инкек-синкеке сирес, ку тĕлĕшпе йĕркене çирĕп пăхăнас тĕллевпе ятарлă рейдсем ирттеретпĕр. Çакна никамăн та манса каймалла мар! Хальхи вăхăтра вăрманта е ун çывăхĕнче, хуралтăпа юнашар кăвайт чĕртме, апат хатĕрлеме, мангалсемпе усă курма юрамасть. Унта чикарккă туртни, çунакан шăрпăка е чикарккă тĕпне тĕплĕн сỹнтермесĕр пăрахни, пăшалтан пени е пиротехника хатĕрĕпе усă курни те инкек кăларма пултарать. Вăрманта çу е бензинпа вараланнă япала, савăт-сапа, бутылка е ытти çỹп-çап выртса юлни те синкерлĕхпех çыхăннă. Хĕвел питтинче вĕсем хĕрсе хыпса илме, пушар кăларма пултараççĕ.
Юлашки вăхăтра çулсеренех хирте е масар, ял çывăхĕнче типĕ курăка, хыт-хурана тасатас тĕллевпе тивертсе янă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Кун пек тума та пачах юрамасть! Вут-кăвар амаланса, вăйланса вăрман хĕррине те, çын пурăнакан вырăна та çитме пултарать. Обществăлла территоринче çỹп-çап çунтарнăшăн е кăвайт чĕртнĕшĕн граждансене "Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен" калакан саккунпа 2-3 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.
Инкек никама та куçа курăнса килмест. Вут-кăварпа çыхăнни те çавах. Енчен те çакнашкал пăтăрмах сиксе тухсан çийĕнчех Патăрьел муниципалитет округĕнче талăкĕпех ĕçлекен пĕрлехи диспетчер службине 6-12-11 е "01" телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
2024 çулхи ултă уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 26 пушар пулнă. Кăтарту иртнĕ çулхи шайра. Вут-кăвар çынсене 11928150 тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Патăрьел (8), Шăнкăртам (6), Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт (3-шер) территори пайĕсенче ытларах пушар тухнă. 19 территори пайĕнчен 11-шĕнче (Турă сыхлатăр) пушар пулман.
Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ
Декабрь 2024 |