Çынсен пурнăçне хăтлăлатасси – тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2024, 19:58 Просмотров: 223

 Патăрьел муниципалитет округĕ çулсеренех вырăнта халăх пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хастар ĕçлет. -Çак программăпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территорисенче 131 пуçару проекчĕпе (185,4 миллион тенкĕ) тĕрлĕрен объект хута кайнă, ялăн сăн-сăпатне илем кỹнĕ, çынсене пурăнма кирлĕ услови туса панă.

2023 çулта мĕн пурĕ 21 проекта (57,9 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ. Вăл шутра республика бюджетĕнчен - 34,3 миллион тенкĕ. Иртнĕ çул уйрăмах çак программăпа Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Турхан, Шăнкăртам территори пайĕсем хастар ĕçленĕ.

Кăçал çак программăпа 31 проекта (77,7 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртсе вырăнти территорисене хăтлăх кỹмелле. Вăл шутра:

Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Упамсара, Тутар Сăкăтĕнче, Пăлапуç Нурăсĕнче, Ыхра Çырминче, Первомайскинче, Шăхачра, Сăкăтра, Тутар Тимешĕнче, Тăрăнта, Шăнкăртамра автомобиль çỹрекен 16 çула юсамалла;

Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тури Чакăра, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Турханта, Кĕçĕн Патăрьелĕнче масар территорине хăтлăлатмалла;

Пăлапуç Нурăспа Анат Чакăра клубсене, Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕн çурт тăррине юсамалла;

Турханти вăтам шкулти пусса тасатса тарăнлатмалла;

Треньелĕнчи спорт площадки таврашне çул сарса хăтлăлатмалла, кунта çутă кĕртмелле;

Ишлĕре пĕвене тасатмалла;

Упамсара çар хирĕç-тăрăвне хутшăннисене асăнса мемориал çĕклемелле.

 Çакна та палăртса хăвармалла: проекта пурнăçа кĕртме каякан укçан пысăк пайне - 60 процентне - республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Ытти вара муниципалитет округĕ пулăшнипе тата халăхăн хастарлăхĕпе пулса пырать.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика