Тĕп вулавăшри çамрăксен территорийĕ пушă тăмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 29.06.2024, 06:31 Просмотров: 459

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ библиотека системинче ачасен çуллахи каникул пулнине пăхмасăрах тăтăшах мĕнле те пулин кăсăклă мероприяти ирттереççĕ. Вулавăшра иртнĕ çул çамрăксем валли уçнă ятарлă территори пĕрре те пушă тăмасть. Кунта педагогсемпе психологсем, тĕп больницăри нарколог, йĕрке хуралĕн, прокуратура ĕçченĕсем тата ыттисем те ачасемпе куçа-куçăн калаçусем ирттереççĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлаççĕ. Çак кунсенче çеç çул çитмен ачасен инспекторĕ Алексей Алякин, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ Лариса Комиссарова, Патăрьелĕнчи агротехникумăн директор советникĕ Наталия Задорова техникумри çамрăксемпе вулавăшра ачасен çуллахи вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем тавра калаçнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика