Патăрьел кĕрешỹçисем Мускавра та палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:19 Просмотров: 158

 Мускаври ВДНХра Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ иртнĕ. Уяв кĕрекине ташă-юрă ăстисемпе пĕрлех чăваш наци кĕрешĕвне хутшăнакан спортсменсем те илем кỹнĕ. Мĕн пурĕ 50 ытла спортсмен - Владимир, Чулхула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Кабардин-Балкар Республикинчен, Мускавран, çав шутрах Чăваш Енрен те - чемпион ятне çĕнсе илессишĕн помост çине тухнă.

Чăваш Республикин чысне хỹтĕлекенсем хушшинче вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕрешỹçĕсем те пулнă: Элфис Мтиевпа Булат Тумаков Шăнкăртамран, Владимир Козловпа Никита Васильев Сителтен, Рафис Козлов Тутар Сăкăтĕнчен, Андрей Козлов Именкассинчен, Ярослав Логинов Треньелĕнчен. Палăртма кăмăллă, хăйсен виçисенче Булат Тумаков пĕрремĕш, Рафис Козловпа Владимир Козлов виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика