Кашлаччăр йывăçсем, тапчăр çăлкуçсем...

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:03 Просмотров: 142

"Экологи" наци проектне федерацин 11 программи кĕрет. Вăл 2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăларнă хушупа килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Унăн тĕп тĕллевĕсен шутне сывлăша варалассине чакарасси, таса шывпа тивĕçтересси, вăрмансен лаптăкне ỹстересси, пушартан сыхласси, çỹп-çап куписене пĕтересси тата усă курнă япаласене тепĕр хут ĕçе кĕртесси кĕрет. Çак ĕçсене пурнăçлассипе республикăра та, округра та питĕ нумай ĕç тăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Енре 2024 çула Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк тесе пĕлтерчĕç

. Таса шыв ыйтăвĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене яланах хумхантарнă. Çывăх вăхăтра ăна Шăмăршă управĕнчен илсе килме палăртаççĕ. Пăрăхсене ялсем патне илсе çитерсе пыраççĕ, кăçал хăш-пĕрне кĕртме те пикенеççĕ. Çавăн пекех юхан шывсене, çăлкуçсене тирпейлессипе те муниципалитетра çанă тавăрсах тăрăшаççĕ. Сăмах май, округра вĕсен шучĕ сахал мар: 31 çăлкуç тата 18 пĕчĕк юхан шыв. Нумай пулмасть муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ Пăла пуçламăшне çитсе килнĕ. Хальхи вăхăтра кунта çăлкуçа хăтлăх кĕртессипе тăрăшаççĕ. Ăна "Раççей çăлкуçĕсем - Чăваш Ен çăлкуçĕсем" экофестивальте уçма палăртаççĕ.

"Раççей шывĕсем" акци те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр йĕрсĕр иртмест. Территори пайĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем, культура ĕçченĕсемпе волонтерсем хастарлăх кăтартса юхан шывсемпе çăлкуçсен территорийĕсене çỹп-çапран тасатнă.

Вăрман - çут çанталăк ỹпки, теççĕ. Мĕн чухлĕ йывăç нумайрах, çавăн чухлĕ сывлăш тасарах. Округра çулленех çуркуннепе кĕркунне хунавсем лартаççĕ. Кăçал Çуркуннепе Ĕç уявĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкă, Патăрьелĕнчи тĕп больница, "Çĕрпỹ - Ульяновск" çулăн Патăрьел округĕ çумĕпе юнашар иртекен территорисен таврашĕнче 500 ытла йывăç лартса хăварчĕç.

 Пĕр 5-6 çул каялла çеç унта та кунта çỹп-çап куписене курма пулатчĕ. Ялсенче контейнерсем вырнаçтарнă хыççăн çак ыйту та татăлчĕ теме пулать. Кил-çуртран тухакан каяшсене ешчĕксене пăрахаççĕ. Тулнă хыççăн вĕсене "Полигон" пĕрлешĕвĕн техники килсе илсе каять те ятарласа тунă вырăна тăкать. Купа вара çуллен ỹссе те ỹссе пырать. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕнче, пĕрлех Канаш тата Муркаш тăрăхĕсенче çулталăкне 30 пин тонна çỹп-çапа сортировка тăвакан комплекс тума палăртнă. Кашни объект валли республика бюджетĕнчен 19,7 млн тенкĕ уйăрмалла.

- Çак виçĕ комплекс хута кайсан эпир 2026 çул тĕлне, маларах 2030 çула палăртнăччĕ, çỹп-çапа 100 проценчĕпех сортировка тăвасси патне çывхаратпăр. Çỹп-çапа пухассине тата уйăрассине йĕркелени регионăн экологи лару-тăрăвне лайăхлатассине, тăван тавралăха упрассине ырă витĕм кỹрет, - тенĕ ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика