ЮЛАШКИ вăхăтра мунчаран пушар тухнă тĕслĕхсем час-часах пулкалаççĕ. Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, чылай чухне вĕсен сăлтавĕ - юсавсăр мăрье. Июнĕн 16-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Çăл Атăкри пĕр хуçалăхри мунчара тĕтĕм йăсăрланма пуçланин сăлтавĕ те çавăн пекех. Юрать-ха, инкеке вăхăтра сиссе вут-çулăма малалла алхасма паман.
Сăмах май каласан, çуллахи шăрăх çанталăкра мунчана вĕри хутни те синкерлĕх кăларса тăратма пултарать. Мăрьери çурăксене, çулăм тухакан вырăнсене яланах сăнаса, тирпейлесех, пăхсах тăмалла.
Август 2026 |
