Пăтăрмахсене вăхăтра парăнтарни пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2024, 18:00 Просмотров: 152

ИЮНĔН 17-мĕшĕнче каçхине пирĕн тăрăхра чылай вăхăт шăрăх çанталăк тăнă хыççăн аслатиллĕ çумăр лỹшкентерчĕ, вăйлă çил унталла та кунталла çавăрттарчĕ... Хура пĕлĕтсем хуçаланнăран пĕр вăхăт тавралăх тĕксĕмленсех ларчĕ. Паллах, çут çанталăк пулăмне хирĕç каяймăпăр. Çапах та çакнашкал "ахăрсамана" пĕр йĕрсĕр иртсе кайманни те паллă.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă çиле пула Патăрьел, Шăнкăртам, Алманчă, Тутар Сăкăт, Тикеш, Кĕçĕн Патăрьел ялĕсенче вăхăтлăха электроçутă пĕтсе ларнă. Ытти чухнехи пекех пăтăрмаха парăнтарма çийĕнчех электриксен виçĕ бригади çула тухнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика