Юлашки çулсенче масар çинче çурт, часовня çĕклес туртăм вăй илчĕ. Чылай ялта çак сăваплă ĕçе халăх вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте ку ĕç малалла пырать.
Каншелсем те юр кайсанах çветтуй Петрпа Павел апостолсене асăнса ял масарĕ çинче часовня лартма шутланă. Халăхпа канашланă хыççăн укçи-тенкине пухнă, строительство материалĕсене туянса пынă май ĕçе пикеннĕ. Çак кунсенче вара пачăшкăсене чĕнсе часовньăна сăвапланă, куполне вырнаçтарнă.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
