ХĔВЕЛЛĔ çу кунĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Çанталăк шăрăх та типĕ пулни вара акнă-лартнă культурăна кирлĕ пек ỹсме чăрмантарнисĕр пуçне пушар хăрушлăхĕнчен тата ытларах асăрханма хистет. Республикăра вут-кăвартан уйрăмах тимлĕ пулмалли тапхăр пынă май, вăрманта та, кил-хуçалăхĕнче е ытти çĕрте те вут тухасран тимлесех тăмалла.
Патăрьелĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен муниципалитет округĕнче 23 пушар пулнă. Кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтри пекех. Иртнĕ эрнекун Аслă Чементи Кооперативная урамра ирпе-ирех пушă çуртран сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ, çурт-йĕрпе хуралтăсем çунса кайнă. Унăн сăлтавне специалистсем пайăрлатаççĕ. Акатуй-Сабантуй каçхине вара Шăнкăртамра умлă-хыçлах пушарниксен ĕçлеме тивнĕ. Пĕринче кил хуçисем çỹп-çап çунтарнă чухне асăрханман, тепринче электротрансформатор хыпса илнĕ.
Август 2026 |
