Паттăр салтак ячĕпе - шахмат турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2024, 21:01 Просмотров: 192

АЛМАНЧĂРА Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă паттăр салтаксене асра тытса хĕлле мини-футбол йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Унсăр пуçне июнĕн 20-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулта иккĕмĕш çул ĕнтĕ Паттăрлăх орденĕн кавалерне Николай Сымов аслă лейтенанта асăнса шахмат турнирне ирттерме хатĕрленеççĕ. Кăçал ăна шкул ачисем хушшинче йĕркелесшĕн. Турнир 10 сехетре пуçланать.

Сăмах май каласан, Николай Викторовичăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Костромара пурăнакан ывăлĕ те ашшĕ, аслашшĕ пекех мĕн пĕчĕкрен шахматла ăста вылять. Иртнĕ çул та кĕçĕн класра вĕренекен Виктор çивĕч ăслисен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика