Тĕслĕхлĕ, тăрăшуллă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2024, 17:51 Просмотров: 197

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта анлă тавракурăмлă, харсăр, ăста, тăрăшуллă вĕренекен сахал мар. Вĕсем "5" паллăпа пĕлỹ пухнисĕр пуçне общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Акă, 10в класран вĕренсе тухнă Замира Юмаевăнах илер. Вăл вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕпе "Çулталăк лидерĕ" номинацие тивĕçнĕ.

Юлашки шăнкăрав вăхăтĕнче кирек хăш шкулта та вĕренỹ çулне пĕтĕмлетсе тăрăшуллă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чыслаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Замира Юмаева шкул директорĕ аллинчен пĕрне çеç те илмерĕ çакна.

Хĕрача волонтер та. Проектсене хастар хутшăнать. Экологи мероприятийĕсене, форумсене, слетсене сиктермест. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав хучĕ те пур унăн. 2022 çултанпа Республикăри ача прависен уполуномоченнăйĕ çумĕнчи ачасен обществăлла канашĕн членĕ шутланса тăрать. "Çемье тата ачалăх ăнăçлăхĕ" республика конференцине ирттерме хастар явăçнăшăн иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ача прависен уполномоченнăйĕ А.Федорова ятĕнчен Тав хучĕ те илнĕ. Регион аталанăвĕн "МолГород-2023" çамрăксен форумне те хутшăннă Замира. Мускаври выставкăра та пулнă.

Вĕренекен тĕрлĕ енлĕ аталанса пырать. Ỹкерме ăста. Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн художество уйрăмĕнчен "5" паллăпа вĕренсе тухнă. Муниципалитет тата регион шайĕнчи ăсталăх конкурсĕсенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Шахматла выляма кăмăллать. "Сэлэт-Батыр"та йĕркеленĕ турнирта пăхăр медале тивĕçнĕ.

Вулама та юратать Замира. Тĕплĕн шутлама пĕлет. Тỹрĕ кăмăллăскер хăйĕнчен çирĕп ыйтать. Юлташĕсем хисеплеççĕ ăна. Калаçма та кăмăллă унпа. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Пулăшма та ỹркенсе тăмасть.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика