Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствин Патăрьел муниципалитет округĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрĕ уçăлни кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче 30 çул çитет. Çак тапхăрта центр ăнăçлă аталанса пынине, халăхшăн, уйрăмах ватăсемшĕн усăллă та пархатарлă ĕçсем туса пынине палăртмалла. Раççейри социаллă ĕçченсен кунĕ умĕн (ăна ыран, июнĕн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) кашни çыннăн чун ыратăвне пайлама, вĕсене алă тăсса пулăшма хатĕр специалистсем (çаплах калас килет) пирки сăмах пуçарасшăн.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр коллективне 2024 çулхи апрель уйăхĕнчен Николай Ялуков (сăн ỹкерчĕкре, варринчи) ертсе пырать. Граждансене социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен центрта паянхи кун 141 çын тăрăшать. Мĕн пурĕ халăха социаллă çăмăллăхпа тивĕçтерекен ултă уйрăм ĕçлет: ватăсемпе инвалидсене тивĕçтерекен Кзыл-Чишмари стационарлă, ватăсене килĕсене кайса пулăшакан икĕ, консультаци, çемьепе ачана пулăшакан, васкавлă социаллă тивĕçтерỹ уйрăмĕсем. Çулсеренех центр 6000 ытла çыннăн тĕрлĕ ыйтăвне тивĕçтерет, 1,5 пин ытла социаллă çăмăллăхпа пулăшать. Хăйсен ĕçĕнче территори пайĕсемпе, кĕмĕл волонтерсемпе, çамрăк волонтерсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ватлăх шăпи кашни çыннăн тĕрлĕрен. Хăйсем тĕллĕн куçса çỹреймен, яланах тимлĕх кирлĕ ватăсемпе инвалидсене те (ун пеккисем 29 çын) центр сотрудникĕсем хăйсен хỹтлĕхне илнĕ. Сусăрсене апат-çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне вĕсен канăвне кирлĕ пек йĕркелес, пурăнма хавхалантарас, чун ăшшине парнелес тесе тăрăшаççĕ. Кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлама та пулăшаççĕ. Тĕрлĕрен уявсенче пĕрлехи кану каçĕсем йĕркелесси, юбилярсене чысласси те социаллă хỹтлĕх центрĕн коллективĕнче ырă йăлара. Социаллă сферăри пысăк çемьере вĕсем кашни савăнăçа, çитĕнĕве пĕрле пайлаççĕ.
Соцработниксен пысăк тимлĕхĕ, патшалăх пулăшăвĕ, чун ăшшине пĕрле пайлани вара кашни ватă çынна, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăрсене кулленхи йывăрлăха парăнтарма, ырă шанăçпа пурăнма хавхалантарать. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрта хăйсен ĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - ватăсене килĕсене çỹресе пăхса тăракан Регина Айзатуллова. 2018 çултанпа тăрăшать вăл çак çăмăл мар сферăра. Кашни кунах пĕччен пурăнакан, пулăшу кирлĕ ватăсене хăйĕн чун ăшшине парнелет, вĕсен хуйхи-суйхине, савăнăçне пĕрле пайлать...
- Эпĕ хама ватăсем валли пысăк ĕç тунă тесе шутламастăп. Маншăн чи пахи - ка
ХАКЛАВ
Александр МИХАЙЛОВ, ватăсемпе инвалидсене пăхакан Кзыл-Чишма уйрăмĕнче пурăнакан:
- Социаллă ĕçчен - пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынна алă тăсса пулăшакан çын. Эпир хамăрăн уйрăмри соцработниксен ĕçĕпе (заведующийĕ Алена Иванова) питĕкăмăллă. Вĕсем пире кил ăшшине те, чун канăçлăхне те парнелеççĕ, пире тунсăхлама памаççĕ. Кунта пурăнма та, канма та мĕн пур услови çителĕклĕ. Уяв ячĕпе саламланă май вĕсене пурне те çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу, çитĕнỹ çеç сунатăп.
ПĔЛМЕ
Патăрьел муниципалитет округĕнче 139 ватă çынпа инвалида килĕсенче 114 пулăшуçă пăхса тăрать.
"Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Аслă ăру" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн 65 çултан иртнĕ граждансен сывлăхне сиплев учрежденийĕсенче тĕрĕслеттерме мобильлĕ бригада ятарлă транспортпа илсе çỹрет.
Социаллă хỹтлĕх центрĕнче "Пĕр сехетлĕх няня" пỹлĕм ĕçлет.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
